Çуракире çĕр ĕçченĕсене патшалăх енчен пулăшу çителĕклĕ пулĕ

Ака çывхарать. Çак яваплă тапхăра çĕр ĕçченĕ хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Çуркунне çанталăк кăмăлĕ хăйсем майлă пуласса шанать хресчен.

Çавăн пекех агропромышленноç комплексне аталантармалли программа, фермерсене пулăшмалли майсем, агрострахлав йĕркинчи улшăнусем пирки республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов манăн ĕçтеше Екатерина Фоминана каласа кăтартрĕ. «Вести-интервью» кăларăм пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче 9 сехет те 40 минутра эфира тухать.