Чăваш Патшалăх истори архивĕ çĕршыври театр çулталăкне халалласа хăйне евĕрлĕ пуян курав йĕркеленĕ. Вăл аваллăх управăшĕн çĕнĕ çуртĕнче уçăлчĕ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров
Раççейри театр çулталăкне халалланă курава уçма паллă артистсем, культура ĕçченĕсемпе студентсем, тăван тавралăх искусствине тĕпчекенсем пухăнчĕç. Çак пулăм, чăнах та, театр искусствине кăмăллакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Куравра Чăваш тата Вырăс драма, Оперăпа балет, Çамрăксен тата Пукане театрĕсен кун-çулĕпе паллаштаракан 200-е яхăн документ. Чи кивĕ хутсем, паллах, Чăваш академи драма театрĕ йĕркеленсе ĕçлеме пуçланă вăхăта кăтартаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче концертсем йĕркелес ĕç пĕтĕмпех Чăваш театрĕ çинче пулнă. Çакна хăйне евĕрлĕ хутсем ĕнентереççĕ. Унсăр пуçне кунтах 30-мĕш-50-мĕш çулсенчи колхоз театрĕсен пурнăçне сăнлакан документ та сахал мар.
Курав театрта тăрăшакансене уйрăмах пысăк хавхалану парать. Паха экспозицире артистсем те хăйсемшĕн нумай çĕнĕлĕх тупаççĕ.
Театр çулталăкне халалласа истори архивĕ ятарлă акци те йĕркелеме шутланă.
Республикăри ытти аваллăх управăшĕсем те театр çулталăкне халалласа тĕрлĕ ĕç тума палăртнă. Çĕнĕ самана архивĕнче ĕçлекенсем, сăмахран, виртуаллă курава хатĕрленеççĕ. Электронлă документсен архивĕ вара йăлана кĕнĕ йĕркепе паллă артистсем пирки презентацисем тата фильмсем ӳкерес тĕллевлĕ.
Чăваш Енри театрсен историйĕпе, вĕсенчи пулăмсемпе тата авалхи ытти паха документпа паллаштаракан курав истори архивĕн çĕнĕ çуртĕнче çулталăкĕпех ĕçлĕ.