Тĕп парнене кил хуçисем тивĕçрĕç

Кÿршĕ регионти спортсменсем тата хамăр республикăри патвар арçынсем Муркаш районĕн волейбол федерацийĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Регионсем шайĕнчи турнир кăçалхипе 13-мĕш хут иртрĕ.

Алиса Александрова, Иван Мокеев

Муркаш тăрăхĕнче волейбол вăййи çулран-çул аталансах пырать. Хальхи вăхăтра районта 11 ушкăн. Вĕсем час-часах тĕрлĕ тупăшура тĕл пулаççĕ. Муркашсем сывлăха çирĕплетмелли майсене лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çулталăкра пĕрре пулакан пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва кăçал пурĕ 12 ушкăн хутшăнчĕ. Вĕсенчен 5-шĕ – районти командăсем. Ыттисем - Йошкар-Ола, Хусан, Чулхула, Шупашкар хулисенчи тата Куславкка, Красноармейски районĕсенчи волейболистсем.

Ăмăртусем харăсах 4 спорт залĕнче иртрĕç. Хĕрÿ тупăшура Муркаш районĕн «Метпласт» ушкăнĕ çĕнтерÿçĕ пулчĕ. 2-мĕш вырăна Красноармейски, 3-мĕшне Куславкка тăрăхĕнчен килнĕ волейбол командисем тухрĕç. Çавăн пекех турнир пĕтĕмлетĕвĕпе чи лайăх вылякансене уйрăммăн палăртрĕç.