Шупашкарта пĕрремĕш хут юланутçăсен хĕллехи ăмăртăвĕ иртрĕ

Чи хастар юланутçăсем Шупашкарта тĕл пулчĕç. Тĕп хулара пĕрремĕш хут «Чăваш Енĕн Пăрлă Кубокĕ–2019» ăмăрту иртрĕ. Спорт уявне пуçтарăннисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Елена Дмитриева, Елена Михайлова, Семен Антонов, Владимир Синдеев

Патăрьелти 10 çулти Акцент кашни ăмăртурах лайăх кăтартупа палăрать. Хальхинче те вăл хуçине хăйĕн ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарчĕ. Малтисен ретне лекме нумай хатĕрленни кăна пулăшать, тет урхамах хуçи Владимир Павлов.

Ăмăртусене Чăваш Енрен, Тутарстанран, Пермь тата Чĕмпĕр хулисенчен, унсăр пуçне Финляндирен юланутҫăсем хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе17 урхамах старта тухрĕ. Тупăшу хĕрӳ иртрĕ. Лашана чупăва хатĕрлеме çăмăл мар. Ăна вăхăтра апат çитермелле, тренировкăсене тăтăшах ирттермелле. Старта тухас умĕн 2 сехет маларах шыв ĕçтерме юрамасть.

Ăмăртура юланутçăран та нумай килет. Тилхепине тĕрĕс тытмалла, урхамаха хавхалантарсах пымалла. Тĕп Кубок республикăрах юлчĕ. Патăрьел районĕнчен килнĕ Фенил Земдиханов Помпей урхамахĕпе çĕнтерчĕç. 5 çулти утшăн — ку пĕрремĕш пысăк çитĕнӳ.

Фенил Земдиханов хăйĕн тусĕпе тивĕçлипе мухтанать. Арçын Помпейпа тата пысăкрах ăмăртусене хутшăнма ĕмĕтленет. Кубоксене çавăн пекех Шăмăршăри тата Шупашкарти юланутçăсем çĕнсе илчĕç. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Кун пек ăмăртусем лаша спортне кăна мар, çак чĕрчунсене ĕрчетессине те пулăшаççĕ, терĕ. Мала тухнисене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарчĕç.