Наци библиотекинче çулсерен нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин асану кунĕсем иртеççĕ

Борис Пастернак ячĕллĕ премин пĕрремĕш лауреачĕ, çавăн пекех Андрей Белый, Петрарка ячĕллĕ, Француз Академийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсен лауреачĕ пиртен уйрăлса кайнăранпа 13 çул çитрĕ, анчах унăн сăввисем пурăнаççĕ, вĕсене ытларах та ытларах чĕлхесене куçараççĕ.

Марина Карягина, Борис Андреев

Асăну кунĕсен ярăмне „Геннадий Айхи. Вăхăтпа талккăш урлă“ куравпа уçрĕç. Унта - ентешĕмĕрĕн хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче тухнă кĕнекисем, унăн пултарулăхне тĕпчесе кăларнă статьясемпе интервьюсем, тĕрлĕ художник çырнă портретсемпе асилÿсем, вăл хутшăннă поэзи фестивалĕсен афишисемпе буклечĕсем. Вĕсем пурте Наци библиотекин „Айгиана“ пуххинче упранаççĕ, коллекци пуянлансах пырать.

Геннадий Айхи сăввисене вăтам пĕлÿ паракан тата аслă шкулсен программине кĕртнĕ. Çавăнпа та вĕренекен яш-кĕрĕм ку пÿлĕмре ялан кĕтнĕ хăна пулĕ. Поэта халалланă тĕлпулусен ярăмĕн пĕрремĕш лекцине Шупашкарти 2-мĕш лицейре 11-мĕш класра вĕренекенсем килчĕç. Сăвăçăн çывăх тусĕ, литература критикĕ Атнер Хусанкай ăсчах Геннадий Айхи пултарулăхĕ тĕнче, вырăс тата чăваш литературинче мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа пачĕ.

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Геннадий Айхи çуралнăранпа 85 çул çитет. Çак ятпа тĕрлĕ çĕршывра чăваш поэчĕн сăввисене куçараççĕ, асилÿ кĕнекисем кăлараççĕ. Сăмах май, хальччен унăн хайлавĕсене 50 ытла чĕлхене куçарнă.

Наци библиотеки „Геннадий Айхи. Вăхăтпа талккăш урлă“ курава малашне поэт çуралса ÿснĕ Патăрьел тăрăхне, Çĕмĕрлене, Çĕнĕ Шупашкара, ытти ял-хулана çитересшĕн. Авăн уйăхĕнче вăл каллех вулавăша çаврăнса çитĕ.