Çуртсем çинчен тумла пăр ÿкес хăрушлăх ÿснĕ

Çÿлелле пăхма ан ÿркен. Çуртсем тăрринче тумла пăрĕсем ÿсме пуçланă. Вĕсем ÿксе иртен-çÿрене амантма пултараççĕ. Унсăр пуçне çивитти çинчен хĕлĕпе пухăннă юр шăва-шăва анать. Çак пулăмсене хирĕç çуртсене пăхса тăракан компанисем мĕнле кĕрешеççĕ?

Леонид Петров, Михаил Солин
 
Çуртсем тăрринчен юра вăхăтра тасатманран тĕп хулара икĕ инкек пулнă. Вĕсенчен пĕри Водопровод урамĕнчи 15-мĕш çурт çывăхĕнче. Кунта 14 çулхи ача иртсе пынă чухне унăн пуçĕ çине 10-мĕш хут тăрринчен юр ÿкнĕ. Вăл аманса больницăна лекнĕ. 

Кунта пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем инкек пулсан тепĕр кунне кăна тупăнса килнĕ.  Черетлĕ пăтăрмах та нумай кĕттермен. Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ленинла Комсомол урамĕнчи çурт çинчен тумла пăрĕ ÿкнĕ. Ун чухне 28 çулти хĕр суранланнă. Ăна та тухтăрсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă.   
 
Массăллă информаци хатĕрĕсенче  шăв-шав çĕкленĕ хыççăн, çуртсене пăхса тăракан компанисем тăрăшарах ĕçлеме пуçланă. Хулари контроль Управленийĕнчи специалистсем çынсен çăхавĕсене пăхса тухнипе пĕрлех кашни эрнере рейд ирттереççĕ: çурт тăррисене, карнизсене тĕрĕслеççĕ, картишсене мĕнле тасатнине хаклаççĕ. Çитменлĕхсене тĕп хулари 150 нумай хваттерлĕ çуртра тупса палăртнă. Тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламаншăн 30 управляющи компани тĕлĕшпе материалсене прокуратурăна тата çурт-йĕр инспекцине ярса панă. 

Çурт тăррисене, картишсене вăхăтра тасатманшăн коммуналлă тытăмра ĕçлекенсене кăна айăплани тĕрĕс мар пулать. Чылай чухне çынсем хăйсем чăрмав кÿреççĕ. Сăмахран, машинсене çурт çывăхне лартаççĕ те вара рабочисем тивĕçне пурнăçлаймаççĕ. Кун пек чухне автомобильсене эвакуацилени те пулнă.