Пулас тухăç пирки çĕр ĕçченĕн пĕрмай шухăшлама тивет. Хĕлле те канăç çук. Халĕ, акă, кĕрхи калча пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Çак тĕллевпе Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем Вăрнар районĕнчи пĕр хуçалăха çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле Екатерина Фомина та çула тухрĕ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов
Вăрнар районĕнче кĕрхи культурăсене 6 пин ытла гектар акса хăварнă. Шурă тÿшек айĕнче калча мĕнле упраннине кунта асăрхасах тăраççĕ. Ăна кăрлач уйăхĕнче пĕрре тĕрĕсленĕ, халĕ тепре пахалама вăхăт. Хальхинче Раççей ял хуçалăх центрĕн агрономĕсем „Мураты“ хуçалăха çитрĕç. Пуртăпа кĕреçе, лум алла тытма тиврĕ вĕсен. Шăннă çĕре 30 тăваткал сантиметр пысăкăш касса кăларчĕç. Çавăн пекех юр хулăнăшне, калча тымарĕ патĕнче мĕнле температура пулнине виçсе пăхрĕç.
Хальлĕхе кĕрхисем пĕтес хăрушлăх çук, теççĕ специалистсем. Юр тÿшекки хулăм – шăнма памасть. Çуркунне те çанталăк çĕр ĕçченĕ майлă пулсан, калча чиперех вăй илсе симĕçленĕ. Юр кайсанах кĕрхисене апатлантарма, сÿрелеме сĕнеççĕ Раççей ял хуçалăх центрĕнче ĕçлекенсем.
Елена Спиридонова агроном халĕ шăпах вун пилĕк кун каялла илнĕ калчана тĕрĕслет. Кашнине шута илет, начаррипе лайăххине уйăрса пырать.
Республикăра кĕрхисене 100 пин те 978 гектар акса хăварнă.
Çуркунне кунран кун çывăхрах. Часах калча та хĕл ыйхинчен вăранать. Çĕр ĕçченĕн çак яваплă тапхăра хатĕр пулмалла.