Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа арçынсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç

Ашшĕсем тем тума та ăста. Купăс калама та пĕлеççĕ, сырăшсем тăваççĕ, тутлă апат пĕçереççĕ, шашкăлла выляççĕ, спортпа та туслă. Шупашкарта пĕрремĕш хут чи маттур ашшĕсен «Папа  фест» фестивалĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансемпе  пирĕн корреспондент Елена Дмитриева паллаштарать.

Елена Дмитриева, Семен Антонов

Герман Германовичăн виçĕ ывăл. Хăй  те  мĕн пĕчĕкрен тăван культурăна хисеплеме вĕренсе ӳснĕскер, ачисенче те çак туйăма аталантарма тăрăшать.  Ашшĕ ывăлĕсене  чăваш халăх юррисемпе паллаштарать, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама вĕрентет. Павловсен пултаруллă çемйинчи чи кĕçĕнни те — улттăри Иван — сцена çинче   параппан çапать. 

Герман Германович фестивале тĕрлĕ музыка инструменчĕ илсе килнĕ. Вĕсенчен нумайăшне арçын хăй ăсталанă. Шкул çулне çитменнисем параппанпа, вĕрсе каламалли инструментсемпе, гитарăпа   илемлĕ кĕвĕсем  шăрантарчĕç. Арçын ачасен çавăн пекех мĕн пĕчĕкрен мăлатукпа, пăчкăпа ĕçлеме пĕлмелле, теççĕ ашшĕсем. Çавăнпа та вĕсем   ывăлĕсене килти ĕçсене  явăçтарма тăрăшаççĕ.  Павел Бурдасов ывăлне сырăш тума вĕрентет. Евгений Белов  Кирилл ывăлĕпе пĕрле бизиборд ăсталаççĕ. Хатĕре лавккара туяниччен килте те тума пулать иккен. Ун валли  кивĕ  телефонсем, пультсем, алăк хăлăпĕсем тата ытти усă курма пăрахнă  япала кирлĕ пулĕ. Ачасене малтанах аслисен хăйсен  тĕслĕх кăтартмалла, теççĕ ашшĕсем.

Башмаковсен туслă çемйи те хулара иртекен   конкурссене тăтăшах хутшăнать. Нумай пулмасть  хĕллехи çунасене илемлетмелли ăмăртура тупăшнă. Хальхинче çемье пуçлăхĕ — Александр пахча-çимĕçрен  илемлĕ япаласем касса кăларассипе мастер -класс ирттерчĕ. Унăн аллинче самантрах панулми илемлĕ акăш, кишĕр хаваслă попугай пулса тăчĕç. Виçĕ хĕр ашшĕ Шупашкарти апатлану технологийĕн  тата коммерци  техникумĕнче пулас поварсене вĕрентет.

Фестиваль ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх керменĕнче 200 чи хастар арçынна  пуçтарчĕ.  Пурте вĕсем  мастер-классенче хăйсен пултарулăхĕпе тата  ăсталăхĕпе  паллаштарчĕç. «Ăслă атте» номинацире ашшĕсем ачисемпе шашкăлла тата шахматла вылярĕç, «Спортпа туслă атте» номинацире  ăмăртусем ирттерчĕç. Ачасем хаваспах кашни мастер-класа хутшăнчĕç.   Йĕркелӳçĕсем  каланă тăрăх, фестивалĕн  тĕп тĕллевĕ — Çĕршыв хӳтĕлевçисен уявĕ умĕн чи лайăх ашшĕсене палăртасси, хулари туслă  çемьесене пĕрле пуçтарасси.