Культура – хутшăну чĕлхи

Тюменьре „Культурăсен диалогĕ“ ятпа пĕрремĕш хут иртнĕ регионсем хушшинчи форума тĕрлĕ наци ывăл-хĕрĕ пуçтарăнчĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕ тата „Паха тĕрĕ“ фирма пулăшнипе Тюменьри „Ентешлĕх“ ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ.

Марина Карягина, Аксинья Усольцева, Семен Гринько
     
Хăнасене Тюменьри чăвашсен „Ентешлĕх“ ансамблĕ тараватлăн кĕтсе илет. Ахальтен мар „Юрă – халăх чунĕ“ теççĕ. Çуралса ÿснĕ тăван çĕртен инçетре пурăннă чухне юрă йăхташсене пĕр-пĕрин патне туртать, пĕрлештерет. 150 ытла нациллĕ Тюмень тăрăхĕнче 5 пин ытла чăваш тĕпленнĕ.

Форум вăхăтĕнче çавра сĕтел иртрĕ. Унта Шупашкартан, Йошкар-Оларан, Саранскран килнĕ ăстасем наци тумĕсен уйрăмлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Кашни халăхăн çи-пуçĕнче несĕлĕсен тĕнче курăмĕ сăнарланнă, эрешсен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пур. Ятарласа уçнă куравра кашни палла, çĕвве тимлĕн сăнаса тĕпчеме май пулчĕ. Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн доценчĕ Зинаида Воронова хăй тăхăннă костюм çинчен сехечĕ-сехечĕпе кăсăклă каласа пама пултарать. Хĕр тухья çийĕн, хĕрарăм хушпу çийĕн тăхăннă йăла-йĕрке калпакĕ, пĕр анатри районта кăна сыхланса юлнăскер – хăнана мăнаçлăх кÿрсе ыттисенчен уйăрса илме май парать. Зинаида Ивановнăн Раççейре пурăнакан мĕнпур чăвашсем патне çитсе хамăр халăхăн пуян еткерлĕхĕ çинчен каласа парас килет.

Иртнĕлĕхе пĕлсе малашлăх çинчен шухăшлакан ашшĕ-амăшĕ Зинаида Воронова калашле ывăл-хĕрне çумĕнче тытса ÿстерсен анчах вĕсем хăйсем мĕнле халăх ачи иккене пĕлсе, йăхне хисеплесе, нумай нациллĕ çĕршывра ыттисемпе туслă пурăнмаллине ăнланса ÿсĕ.