Тĕп хулара шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетрĕç

Шкул ачисемпе çамрăксем  хăрушсăрлăх ыйтăвне хăйсем мĕнле ăнланнине кăтартрĕç. Тĕп хулара  «Про безопасность» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерӳçĕсене Шупашкарти 5-мĕш гимназире чысларĕç.

Ирина Николаева, Вадим Владимиров  
 
Кирек мĕнле йывăрлăха лексен те мĕн тумаллине ăша хывтарас тĕллевпе çак конкурса ирттерме шутланă. 3 эрне пынă ăмăртăва 300 ытла ĕç ярса панă. Пĕлтерĕшне кура вĕсене Чрезвычайлă лару-тăру тата Шалти ĕçсен министерствисенче тăрăшакансем хакласа палăртнă. Аслисем вĕрентнине ачасем ĕçпе çирĕплетсе пани самай усăллă пулнине калать «Про безопасность» конкурс йĕркелӳçи Юлия Шелтукова. Сăмах май, вăл хăй те юридици факультечĕн студенчĕ.

 Шупашкарти 37-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен  Нелли Митина хăйпе пĕр шухăшлă юлташĕсем пулăшнипе çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен аса илтерме шутланă. Унăн ĕçне  тӳресем чи лайăххисенчен пĕри тесе палăртрĕç.

Çул-йĕр  хăрушсăрлăхĕ, пăр  тăрăх çӳрени тата палламан çынпа калаçни мĕнле инкек патне илсе çитерни,  пушартан епле сыхланмалли, çут çанталăка мĕншĕн упрамалли — кункурса ярса панă ĕçсенче хăрушсăрлăх ыйтăвне пур енлĕ уçса панă. Вĕсене 4 номинацире палăртнă: видео тата аудио ролик, эссе, ӳкерчĕк ярса панисем вара пуринчен ытла. Ачасене хавхалантарс тĕллевпе вĕрентекенсем те конкурса хастар хутшăннă. Оксана Денисова çамрăк педагог класĕнчи харăсах 5 ача хăрушсăрлăх конкурсне явăçнă.

Конкурсра палăрнă ĕçсене Чрезвычайлă лару-тăру  тата Шалти ĕçсен  министерствисен сайчĕсенче вырнаçтарĕç. Картинăсен куравне вара шкулсенче тата ытти патшалăх учрежденийĕсенче йĕркелес тĕллевлĕ.