Çурта тĕпрен юсани савăнăç кÿмен

Çĕнĕ Шупашкарти Çамрăксен ураменчи 24-мĕш пÿртре пурăнакансем йĕпе-сапаллă çанталăка шикленсе кĕтеççĕ. Кам айăпĕпе çынсен нушаланма тивет? Çакна пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ. 
 
Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Вадим Владимиров

Ача çывăракан пÿлĕмре маччаран шыв анни пĕрре пăхсах курăнать. „Стенасем хуралса ларчĕç, розеткăсемпе усă курма та хăрамалла, пушар тухас хăрушлăх пысăк“, - каласа парать Анастасия Юрнова. Çавна май ку пÿлĕмре халĕ никам та çывăрмасть.

Кÿршĕллĕ хваттерте те çакнашкал лару-тăру. Маччаран тумла юхса тăнине кунта телефон çине те ÿкерсе илнĕ.

90 çулхи Зоя Никифорова та канлĕ пурнăç пирки тахçанах маннă. Çурт тăррине çĕнетсен тем пекех хĕпĕртерĕм, савăнни кăлăхах пулчĕ иккен, - куççуленсе каласа парать кинеми.

Çурт тăррине 2016-мĕш çулта „Имиджстройэтика“ компани улăштарнă. Ĕçе вĕçлесенех вăл хупăннă.  Хваттер хуçисем юсава ячĕшĕн кăна тунă тесе шутлаççĕ. Анчах çуртшăн яваплă строительство компанийĕ çакăнпа килĕшмен. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн сăлтавĕ управляющи компанире тесе палăртнă. Çурт тăрринчен юра, пăр тумламĕсене вăл вăхăтра  тасатмасть иккен.

Пÿрте пăхса тăракан пĕрлешÿ ку ĕçе йĕркеллĕ туса пынине ĕнентерет.  Халĕ вăл нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассишĕн яваплă фонда çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса çырнă. Унтан хурав пулмасан сута тухма палăртнă.

Фондра ĕçлекенсем вара управляющи компани улталать тесе çирĕплетеççĕ. Çак лару-тăрушăн яваплă çынсем ку эрнере тĕл пулма, çурт тăррине тепĕр хут пахалама калаçса татăлнă. Тĕрĕслĕх шыранă вăхăтра вара 24-мĕш çуртра пурăнакансен, ахăртнех,  витресемпе тирĕксем хатĕрлесе хума тивĕ. Çуркунне кунран кун çывхарса пырать.