Елчĕк районĕнчи вăрçă ветеранĕ 100 çул тултарчĕ

Чăваш Енре халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă 600 ытла ветеран пурăнать. Вĕсенчен чи çамрăккисем те 92 çула çитнĕ. Пĕр ĕмĕре хыçа хăварнисем те сахал мар. Çак уйăхра кăна Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ икĕ фронтовик 100 çул тултарчĕ. Пĕри ― Ипатий Ильин, тепри ― Мария Абрамова. Хисеплĕ асанне патĕнче хăнара Алексей Енейкин пулчĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Смирнов

100 çул ― калама çук сумлă юбилей. Куллен телей кӳрсе тăракан чи хаклă парне вара, чăннипех те, çывăх çынсем çумра пулни. -Ывăлпа кин мана алă çинче йăтса çӳреççĕ,- тет Мария Диомидовна. Нихăçан та усал сăмах илтсе курман вĕсенчен вăл. Хисеплĕ ватă хăй те ырă ĕçпе кăна палăрнă. Патреккел ялĕнче çуралса ӳснĕскер шкул пĕтерсен Патăрьелти педагогика техникумĕнче учителе вĕреннĕ. Унтан районти тĕрлĕ шкулта кĕçĕн классене пĕлӳ панă. Кĕçех тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Прожекториста вĕренсе Мускава нимĕç самолечĕсенчен сыхланă. Тăшман истребителĕсене хирĕç вăйлă çутă парса летчиксен куçĕсене суккăрлатнă. Фашиста хăваласа Польшăна çитнĕ. Ветерана юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ. Раççей президенчĕн çырăвне пачĕ. Кĕреке хушшинче ветеранăн кӳрши-арши, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, тăванĕсем пухăннă. Пурте ăна ырăлăхне кура тав сăмахĕ каларĕç.

Мария Абрамован вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕсем çук. Чи пахи ― никам çине çилĕ тытмасăр ырă шухăшсемпе пурăнмалла,- тет. Тата ытлашши çимелле мар. Йăхра çирĕп сывлăхлă çынсем тата пулнă.

Мария Абрамова çулне пăхмасăр яланах патриотла воспитани парас ĕçре хастар: шкул ачисемпе тĕл пулать, çĕнтерӳ парачĕсене хутшăнать.

Çавра çулне уявлакан хисеплĕ ватă кĕрекере пухăннисене пурне те чун-чĕререн тав турĕ.