Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ хатĕрленӳ экзаменне лайăх тытрĕ

Шупашкарта каратэ енĕпе уçă чемпионат тата первенство иртрĕ. Вăл 700 яхăн спортсмена пухрĕ.
 
Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин
 
Каратистсем маунтинбайк центрĕнче пуçтарăнчĕç. Вĕсен йышĕнче ытларахăшĕ пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕнче палăрнă спортсменсем. Çавах та Чăваш Ен тĕп хулин парнисемшĕн иртекен тупăшăва хутшăнни вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вячеслав Тимофеев хатĕрлекен каратистсемшĕн ку ăмăрту уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çитес вăхăтра вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта пулакан пĕтĕм тĕнчери каратэ федерацийĕн 10-мĕш чемпионатне хутшăнаççĕ.

Каратэн Ве-Ка-Це енĕпе республикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ хатĕрленӳ экзаменне лайăх тытрĕ. Çĕнтерӳçĕ титулне тивĕçнĕ, темиçе хут тĕнче чемпионачĕн призерĕ Людмила Григорьева та хăйĕн кăтартăвĕсемпе кăмăллă пулчĕ.

Хулари 4-мĕш гимназире 3-мĕш классра вĕренекен Владимир Михеев вара 4 тĕрлĕ тупăшура хутшăнса 2 ылтăн, кĕмĕл тата бронза медаль çĕнсе илчĕ. Тĕнче кубокĕнче те çĕнтернĕскершĕн ку чемпионат халăхсем хушшинче иртекен çитес ăмăртусене хутшăнма пулăшĕ.