Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 30 çул çитрĕ

Вунă çула яхăн пынă вăрçă 15 пин ытла совет çыннин пурнăçне татнă. Афганистанра Чăваш Енри 6 пин çамрăк хĕсметре пулнă. 111 çын аякри çĕршывра ĕмĕрлĕхе куçне хупнă, 3-шĕ вара хыпарсăр çухалнă. Афган вăрçин ветеранĕсем çапăçусенче пуç хунă юлташĕсене манмаççĕ, çулсерен вĕсен ячĕпе тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Комсомольски районĕнче пурăнакан интернационалистсем палăк умне чечексем хучĕç, кадетсемпе тĕл пулчĕç.

Алиса Александрова, Виктор Степанов

Вăрçă вутĕнчен тухайманнисен ячĕпе Александровка ялне кĕрсенех мемориал комплексĕ йĕркеленĕ. Малтанах Афганистанри вăрçăра пуç хунисене çапла чыс тума çак ялта пурăннă Николай Игонин шухăш тытнă. Николай Федоровичăн ывăлĕ те, сăмах май, çар тивĕçне Афганистанра пурнăçланă.

Каçал тăрăхĕн 260 маттур ывăлĕ çар тивĕçне Афган çĕрĕнче пурнăçланă. 5-шĕ паттăррăн пуç хунă. Паян районта 82 ветеран пурăнать. Чăваш Енри тĕрлĕ район-хулара, республика тулашĕнче тĕпленнисем те пур.
Çулсеренех нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче тата Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕл пулса асăну вырăнне чĕрĕ чечексем хураççĕ вĕсем. Ют çĕршывран чĕрĕ-сывă таврăнайман юлташĕсен ячĕпе тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттересси те йăлара. Кăçалхипе 30-мĕш хут Тăманлă Выçли ялĕнче волейбол, Хирти Явăшра футбол турнирĕ ирттереççĕ. Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ май, интернационалист-салтаксем Комсомольскинчи 2-мĕш шкулти кадетсемпе тĕл пулчĕç. Çамрăклах вăрçă вутне кĕнисем иртнине хумханса аса илчĕç. Ăçта хĕсметре тăнине, мĕнле операцисене хутшăннине, хăш наградăна мĕншĕн тивĕçнине каласа пачĕç.

Кирек епле ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнă салтаксем хальхинче те тĕлпулăва лайăх хатĕрленсе килнĕ. Пурнăçĕнче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă вăхăт пирки гитарăпа юрăсем юрларĕç, чуна пырса тивекен сăвăсем вуларĕç, ачасене çар альбомĕсене кăтартрĕç.

Паллă кун умĕн çакнашкал паттăрлăх урокĕ ирттерни кадетсемшĕн тем пек паха пулчĕ. Афган ветеранĕсемпе малашне те тĕл пулсах тăма калаçса татăлчĕç вĕсем.