Халăх фрончĕн хастарĕсем республикăра ăпăр-тапăр пуçтарасси мĕнле пулса пынине тĕпчерĕç

Йăла каяшне тирпейлесси республикăра мĕнлерех пурнăçланса пырать? Ытти регионтипе танлаштарсан, епле уйрăмлăхсем пур? Халăх фрончĕн Мускавран килнĕ эксперчĕсем Чăваш Енри ĕç-хĕлпе паллашрĕç Вĕсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ.

Леонид Петров, Екатерина Янгалакова

Чи малтанах тĕрĕслевçĕсем тĕп хулари Ярмăркка урамĕнчи 14-мĕш çурт патне çитрĕç. Халăх фрончĕ çумĕнче çамрăксенчен йĕркеленĕ ушкăнра тăракансем хваттерсем тăрăх çÿресе регионти оператор ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕç.

Унтан делегаци Сĕнтĕрвăрри çулĕ çывăхĕнче вырнаçнă йăла каяшĕсене уйăракан станцие çул тытрĕ. Талăкра предприяти 400 тонна каяш йышăнать. Иккĕмĕш хут усă курма юрăхлине 20 пая уйăраççĕ.

Тĕп хулари "Управление отходами" предприяти филиалĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Соловьев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ тытăм хута кайнăранпа кунта турттарса килекен ăпăр-тапăр калăпăшĕ иртнĕ çултисемпе танлаштарсан 19 процент ÿснĕ. Йывăр тиевлĕ машинсен çул-йĕрне асăрхаса тăнăран йăла каяшĕсене унчченхи пек çырма-çатрана тăкас пирки калаçмалли те çук. Регионти оператор республикăри ăпăр-тапăра турттарма 17 подряд организацине, пĕтĕмпе 150 ятарлă техника явăçтарнă.

Машин-трактор çителĕклĕ, хальлĕхе каяшсене пухмалли вырăнсем йĕркелеменни, савăтсем сахалли чăрмав кÿрет. Уйрăмах ялсенче палăрать ку. Çак ыйтăва татса парас тесен сахалтан та тепĕр 3 пин контейнер туянмалла, хальлĕхе вĕсем 17 пин. Анчах та "Экоцентр" пĕрлешÿ пуçлăхĕ Виктор Лагуновский савăт туянассине тарифа кĕртменнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа ку ыйтăва вырăнти влаç тытăмĕсене татса пама сĕннĕ. Ялсенчи каяшсене михĕсене тултарса илсе тухма та пулать, анчах ку вĕсен калăпăшне нормативпа тĕрĕс шутласа кăларма чăрмантарать.

Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хула çыннисем каяш турттаракан операторпа кăмăллă пулни курăнчĕ. Мускав эксперчĕсем пирĕн республикăран ытти регионсен тĕслĕх илмелли çинчен калани те Чăваш Енре ĕç-пуçа хăй еккипе яманнине палăртать.