Наци библиотекинче вулакансем Николай Жирнов çыравçăпа тĕл пулчĕç

Николай Жирнов çыравçăн кĕнекисенче вулакан паянхи кун ÿкерчĕкне курать: автор хăйĕн кăмăлне тивекен кашни саманта сăнласа кăтартма ăнтăлать. Вăл тавра пĕлÿçĕ те, Йĕпреç районĕн энциклопедине хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă. Пултарулăх çулĕ çине тăнăранпа 25 çул çитнине тата хăйĕн çавра çулне паллă тума ĕçчен çыравçă вулакансене Наци библиотекине пуçтарчĕ.

Марина Карягина, Анжелика Артемьева, Юрий Васильев

Николай Жирнов кĕнекисен йышĕпе вулакана чăннипех те тĕлĕнтерет: вăл ĕç сĕтелĕ хушшинчен тухмасăр çырса ларать тейĕн. Анчах ун хайлавĕсене вулама тытăнсанах ăнланса илетĕн: вăл тымар ярса ларакан çыравçă мар – çул çÿрекен, çын çинче пулса пурнăçа сăнакан.

Хальччен çыравçăн вырăсла тата чăвашла 17 кĕнеке тухнă. Наци библиотекин ĕçченĕсем литература тĕпелĕнче Николай Жирновăн хайлавĕсемпе паллаштаракан ятарлă курав та йĕркеленĕ.

Юлашки çулсенче Николай Жирнов икĕ кĕнекерен тăракан историлле романпа ларатăп, тет. Унта вăл хăй тăван енĕн паттăрĕсене сăнласшăн.

Йĕпреç тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Николай Трофимовича пултарулăх ĕçĕнче 25 çул тăрăшнă тата 65 тултарнă ятпа саламлама ентешĕсем те килнĕ.

Хăйĕн çĕрне-шывне чунтан юратакан тавра пĕлÿçĕ кĕнекисене хăйĕн укçипе кăларнинче те пархатарлăх пур: çапла майпа вăл паянхи кун çыннине сăнарласа хăварма тăрăшать.