Cусăрсене пулăшмалли майсем пирки калаçрĕç

Патшалăх сусăрсен пурнăçне çăмăллатас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать, çапах та ку енĕпе ĕçлемелли нумай-ха. Çак темăпах Наци библиотекинче „çавра сĕтел“ тавра пухăнса калаçрĕç. Тĕл пулăва Пĕтĕм Раççейри инвалидсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕ йĕркеленĕ.

Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Виктор Степанов

Пухăннисем сусăрсене пулăшмалли майсем пирки калаçрĕç. Вăл шутра кивĕ çуртсене кĕрсе тухма питĕ кансĕр пулнине палăртрĕç: алăксем ансăр, картлашкасем чăнкă, лифт та çук. Çакăн пек çуртсенче сусăрсене, ватăсене, куç курманнисене, амăшĕсене ача кӳмипе урама тухса кĕме меллĕ пултăр тесе нумай ĕç тумалла.

Тĕл пулура обществăлла транспорт ыйтăвне те çĕклерĕç. Сусăрсене троллейбус-автобуса кĕрсе тухма йывăртарах. Ку енĕпе ытти регионсенчен тĕслĕх илмелле, терĕç пухăннисем. Сăмахран, Чĕмпĕрте ятарлă социаллă такси ĕçлет. Вĕсенче çул хакĕ йӳнĕрех тата инвалидсене кĕрсе тухма ятарлă хатĕрсем пур. Çавăн пекех халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенчи кашни объектăн паспорт пулмаллине каларĕç. Унта сусăрсем валли мĕнле майсем йĕркеленине кăтартмалла. Паян чылай çурт стандартсене тивĕçтермест. Час-часах чăнкă пандуссем тĕл пулаççĕ. Йĕрке тăрăх, вĕсен тайлăкĕ 10 процентран ытлашши пулмалла мар. Республикăра сусăрсене пулăшас ĕçе мĕнле тунине асăрхасах тăраççĕ.

Çавра сĕтел тавра пухăннисем малашне универсаллă çуртсем тăвассипе килĕшрĕç. Вĕсене сусăрсене те, ахаль çынсене те кĕрсе тухма меллĕ пулмалла. Çапла майпа кăна чылай чăрмава сирме, çынсен пурнăçне çăмăллатма пултарăпăр, терĕç.