Тытса курмалли ÿкерчĕксем

Шупашкарти Асапланакансен тата çылăх каçарттаракансен чиркĕвĕн музейĕнче художник-волонтерсем куçĕ начар е пачах курманнисем валли калăпăшлă картинăсем хатĕрлеççĕ. Маçтăрсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.
 
Надежда Александрова, Анжелика Артемьева, Екатерина Янгалакова

Калăпăшлă картинăсене 2 майлă тума пулать: 3Д принтер пулăшнипе тата алăпа. Компьютерпа ĕçе пĕр кунтах туса пĕтереççĕ. Çапах та хăвăртлăх пĕлтерĕшлĕ мар, теççĕ художник-волонтерсем. Картинăна пĕтĕм чуна хывсан кăна вăл ăнăçлă пулать. Çавăнпа та 18 ĕçе те маçтăрсем хăйсен аллисемпе тунă.

Коллекци чĕрчунсемпе туслă пулнă çветтуйсем пирки каласа кăтартать. Ÿкерчĕке калăпăшлă тума маçтăрсем малтан сий хыççăн сий керапласт хураççĕ. Унтан ятарлă хатĕр пулăшнипе кирлĕ хурăм тăваççĕ. Ку картинăсене хатерленĕ чухне хăшпĕр йĕркене пăхăнмалла. Енчен те сăнарсем темиçе пулсан - вĕсене пĕр-пĕринчен аяккарах вырнаçтармалла. Иккĕмĕш планри пайсем калăпăшĕпе тĕп сăнарсенчен пĕчĕкрех пулмалла.

Калăпăшлă картинăсене республикăри чылай районта, çавăн пекех Шупашкарти тата Мускаври коррекци шкулĕсенче кăтартнă. Ӳнерçĕсем экспозицие анлăлатма, унпа ытти региона тата ют çĕршывсене тухса çӳреме планлаççĕ.