9-мĕш класра вĕренекенсем вырăс чĕлхипе калаçуллă тĕрĕслев ирттерчĕç

Виçĕ уйăх каялла тăххăрмĕшсем эксперимент шайĕнче пĕрремĕш хут унăн ыйтăвĕсене хуравласа пăхнăччĕ. Паян вара чăн тĕрĕслев иртрĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарти 24-мĕш шкулта иртнĕ собеседованире пулса курчĕ.

Марина Карягина, Анна Давыдова, Екатерина Янгалакова  

Тÿрех çакна каламалла: тăххăрмĕш класра вĕренекенсемшĕн ку экзамен мар-ха, вĕсен калаçу хăнăхăвне тĕрĕслесе умри пĕтĕмлетÿллĕ патшалăх экзаменĕсене кĕртме ирĕк пани кăна. Тĕрĕслев ачан тăван шкулĕнчех иртет. Ăна кирек мĕнле предмет вĕрентекенĕ те йышăнма пултарать, вырăс чĕлхи учителĕ вара ачан хатĕрленÿ шайне çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса хак паракан пулĕ. Мĕнле хуравланине ÿкерсе илеççĕ. Вĕренекенсемшĕн тĕрĕслевре кĕтменлĕх пулмалла мар – вĕсем çак енĕпе 8-мĕш класранпах пур енлĕн хатĕрленме пуçланă.
 
Тăххăрмĕшсен пурĕ 4 ĕç пурнăçламалла: пĕр 180 сăмахран тăракан текста саспа тĕрĕс вуласси, каласа парасси, монолог тата диалог. Кашни ĕçĕн – хăйĕн кăткăслăхĕ. Вăтамран 15-16 минут хушшинче вĕренекен мĕнпур ыйтăва хуравлама пултармалла. Тĕрĕслев – тĕрĕслевех: пăлхантарать. „Эпĕ хамăн пĕлĕве шанатăп, çавăнпа хумханатăп пулсан та хăрамастăп“, - терĕ пире Эьмира Бахтиярова. Ытларахăшĕ текста каласа парасси – чи йывăрри, теççĕ.    Ачан нумайран та 19 балл пуçтарма май пур пулсан, 10 баллăх хуравлани те çителĕклĕ шутланать. Зачет илейменнисен е тĕрлĕ сăлтава пула тĕрĕслеве килейменнисен хăйсен пĕлĕвне пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче тата çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăтартма май пур. Кăтартусем тепĕр 5 кунран кая мар хатĕр пулĕç.