Шупашкар районĕнче пурăнакан Роза Бычкова 20 ытла çул ăратлă лашасем усрать. Ут кĕтĕвĕ çуларн çул ÿссе пырать. Пĕлтĕр урхамахсем валли уйрăм вите те тунă.
Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова
Ир-ирех Роза Николаевна лаша витине васкать. Унта ăна чун киленĕçĕ – 9 урхамах кĕтет. Хĕрарăм малтан вĕсемпе калаçать, унтан тин ĕçе пикенет: шăварать, çитерет.
Ку чĕр-чунсемпе Роза Бычкова мĕн пĕчĕкрен кăсăкланать. Çак юрату юн тăрăх куçнă, тет вăл. Хăй вăхăтĕнче унăн аслашшĕ лаша пăхнă. Роза Николавна ашшĕ-амăшне те колхозра сахал мар пулăшнă. Çĕр улми е утă турттармалла – яланах ут кÿлнĕ. Çемье çавăрсан фермăна вырнаçнă. Кунне темиçе хут киле хутлама кансĕр пулнăран лаша илме шутланă.
Килте çавăн пекех икĕ ĕне, виçĕ вăкăр, сакăр кролик тата чăх-чĕп пур. Ĕлкĕрме йывăр. Пысăк хуçалăха тытса пыма ачисем пулăшаççĕ. Роза Николаевна çамрăкла лаша спорчĕн шкулне вĕренме каясшăн пулнă, анчах та тĕрлĕ сăлтава пула çакă ăнман. Амăшĕн ĕмĕтне вăтам хĕрĕ Таня пурнăçланă. Вăл Шупашкарти лаша спорчĕн шкулне пĕтернĕ.
Халĕ Роза Бычкова лашисем ял уявĕсене илемлетеççĕ.
Анчах та уявсене хăшпĕр лашасем кăна хутшăнаççĕ. Çак урхамаха хуçи юратса Марселька тесе чĕнет. Ăна Мускав облаçĕнчен илсе килнĕ. Унччен вăл тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Чупма юратаканскере пĕр вырăнта тăма йывăр. Роза Николаевна кашни лашан кăмăлне пĕлсе çитнĕ.
Роза Николаевна лашапа кăсăкланакансем валли экскурсисем йĕркелесшĕн. Унсăр пуçне патшалăх программине хутшăнса ферма уçма ĕмĕтленет. Пушă вăхăт тупсанах ялти культура çуртне васкать. Унта вырăнти фольклор ушкăнĕпе черетлĕ уява хатĕрленет.