Çурçĕрти тĕп хулара Никита Бичурин пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан курав уçăлнă

Унăн Китайпа ытти хĕвелтухăç çĕршывĕсене халалланă мĕн пур  тĕпчевĕ сахалтан та 10 пин страница йышăнать. «Иакинф атте: ывăнма пĕлмен монах». Çак ятпа Питĕрте - çĕршыври  тĕп библиотекăсенчен пĕринче  Никита  Бичурина  халалланă курав уçăлчĕ.

Ирина Николаева, Зоя Яковлева

Питĕрте вырнаçнă Раççей наци библиотекинче чăвашсем сумлă ентешĕ ячĕпе пуçтарăнни, ахăртнех, çак таранччен пулман. 2 ĕмĕр çурă каялла пурăннă, Раççейре кăна мар, тĕнчипе палăрнă ăсчаха халалласа кунта сумлă курав йĕркеленĕ. Никита Бичурин тĕпчевĕсем паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатманнине çирĕплетеççĕ Раççей наци библиотекинче ĕçлекенсем. Çавăнпа  Питĕрти чăвашсен наципе культура автономийĕн сĕнĕвне ырласа йышăннă.

Чăваш йăхĕнчен тухнă Никита Бичурин (монах пулнă хыççăн вара  Иакинф атте) — тĕн çынни пулнине пăхмасăр наукăра тарăн йĕр хăварнă. Вăл хĕвел тухăç тĕпчевçи, вырăс синологине пуçарса яраканĕсенчен пĕри,  çулçӳревçĕ, дипломат, пирĕн çĕршывра Китай чĕлхине вĕреннĕ 1-мĕш çын тата Китай грамматикине вырăсла куçараканĕ. Çавăнпа пĕрлех Раççейпе Китай çĕршывĕсем хушшинче тĕпленнĕ халăхсен кун-çулне те тишкернĕ. Православи тĕнне пăхăнманшăн, çав хушăрах хĕвел тухăç тĕпчевĕсенчи çитĕнĕвĕсемшĕн Никита Бичуринăн нумай хура-шур тӳсме тивнĕ.

Никита Бичурин куравне Раççейри наци библиотекинче йĕркелени ахальтен мар. Китайри 14 çула пынă çӳреврен таврăнсан, Валаам мăнастирĕнчи ссылкăран хăтăлма май килсен, вăл 1828-мĕш çулта кунта ĕçлеме вырнаçнă. Иакинф атте тăрăшнипех  вулавăш Китай тата ытти хĕвел тухăç халăхĕсен кĕнекисемпе пуянланнă. Никита Бичурин тĕпчевĕсем  кунта чылай упранаççĕ.

Паянхи Китай çыннисем Никита Бичурин ĕçĕсен пĕлтерĕшне халĕ те пысăка хурса хаклаççĕ. Санкт-Петербург университечĕн вырăс кафедрин  аспиранчĕ Чен Бей Джу Иакинф атте çинчен диссертаци  çырать. Куравра  вăл хĕвел тухăç çĕршывĕнчи ăсчахсем Никита Бичурина халалласа  нумай пулмасть пичетлесе кăларнă кĕнекесене парнелерĕ.

Иеромонах ĕçĕсем пуян эткер пулнине шута илсе вĕсене пĕр çĕре пухса уйрăм кăларăмпа пичетлеме сĕнчĕç ентешсем. Питĕр чăвашĕсен пĕрлĕхĕн Ваттисен канашĕн ертӳçи Виталий Золотов çурçĕр тĕп хулинчи пĕр урама е сквера Никита Бичурин  ятне парсан аван пулассине палăртрĕ. Раççей наци библиотекинчи тата Кӳкеç музейĕнчи ĕçсемпе Питĕрте пуш уйăхĕн 10-мĕшчен паллашма пулать.