Таксофонсенчен васкавлă службăсене, килти телефонсем çине тÿлевсĕр шăнкăравлама пулать

Таксофонсем ял илемĕ кăна е вĕсен усси пур? Кĕсье телефонĕсем анлă сарăлнă хыççăн çынсем ку хатĕрсене асăрхама та пăрахнă. Çав вăхăтрах кăçалтан таксофонсемпе тÿлевсĕр шăнкăравлама пулать.

Алиса Александрова, Алексей Енейкин, Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова

«Малашне час-часах çапла çыхăнса калаçăпăр пĕр-пĕринпе», - теççĕ Елчĕк районĕнче пурăнакансем. Халиччен хĕрлĕ тăрă айĕнчи телефонсене тимлĕх уйăрмасăрах иртсе кайнă çынсем. Ĕçлеççĕ-и, çук-и — кирлех те пулман. Халĕ тÿлевсĕр шăнкăравлама пулнине пĕлсен, тен, усă курма та пуçлăпăр, теççĕ.

Улатăр районĕнче пурăнакан Алексей Корягин ялти таксофон тĕрĕс-тĕкел ĕçленине çирĕплетсех калама пултарать. Çулла вут-çулăм алхасма пуçласан пушар хуралĕпе шăпах таксофонран çыхăннă вăл. Кÿршĕ ялсенчи аппаратсем те юсавлă пулнине пĕлет. Комсомольски районĕнчи Шурутри таксофон патĕнчи çула та тасатсах тăраççĕ. Кунта ăна килсе лартнăранпа чылай вăхăт иртнĕ. Анчах халиччен усă куракансемех пулман.

Кăçалтан таксофонсенчен стационарлă телефонсем çине те тÿлевсĕр шăнкăравлама пулать. Кун пирки «Ростелеком» компани пĕлтернĕ. Чăваш Енри хăш-пĕр ялсенче çак автоматсем — паянхи кунччен те пĕртен-пĕр çыхăну меслечĕ. Таксофонсемшĕн яваплă пĕрлешÿри специалистсем палăртнă тăрăх, 2018-мĕш çулта республикăра пурăнакансем çак хатĕрсенчен 160 пин хут шăнкăравланă. Калаçу вăтамран 70 çеккунта тăсăлнă. Ытларах урамри телефонсенчен васкавлă службăсене чĕннĕ. Аса илтеретпĕр, карттăсăр тата тÿлевсĕр майпа республикипе хĕрлĕ тăрăллă таксофонсенчен çеç шăнкăравлама пулать. Ун пеккисем Чăваш Енре 1700.