Чи лайăх воспитатель-арçын Шупашкарти сатикре ĕçлет

Шупашкарти çамрăк воспитательсенчен чи лайăххи - Виталий Мишанкин. Вăл 7-мĕш ача сатĕнче ĕçлет. Унта вăл 4-мĕш çул пĕчĕккисене физкультура вĕрентет. Ар çын ача сатне ĕçлеме вырнаçни хăй уйрăм пулăм. Виталий Мишанкина çак утăма тума мĕн хистенĕ тата шăпăрлансемпе вăл пĕр чĕлхе епле тупать? Кун пирки эпир воспитательтен хăйĕнчен ыйтса пĕлтĕмĕр.

Ирина Николаева, Виктор Вавилкин, Екатерина Янгалакова

Ку - ахаль физкультура урокĕ мар, çапла майпа ача-пăча джунгли тĕнчипе паллашать. Вăйă вылянă вăхăтра пĕчĕккисем хăйсем сисмесĕрех чĕр чунсемпе çут çанталăк çинчен пĕлме пуçлаççĕ. Кашни тĕл пулу усăллă ирттĕр тесе Виталий Мишанкин инструктор çĕнĕ «çулçӳрев» йĕркелет.

27 çулхи Виталий Мишанкин ачаранпах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл Шăмăршăра çуралнă. 2 çулта чухне çемье кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районне куçса кайнă. Пĕчĕкренех ларма-тăма пĕлменскер, Виталий спортпа туслă çитĕннĕ. Футбол, хоккей, бокс — пурне те кăмăлланă. Спортри çитĕнĕвĕсене кура вăл Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пĕлӳ илнĕ, салтакран таврăнсан - педагогика университетĕнче физвоспитани факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Мăшăрланса çемье çавăрсан шанчăклă ĕçе вырнаçнă. Малтанласа шкул çулне çитменнисемпе йывăр пулĕ тесе шикленнине пытармасть. Шăпах пĕчĕккисем уçă чунлă пулни Виталий Мишанкина илĕртнĕ те ĕнтĕ. Вăл та шăпăрлансен шанăçне тӳрре кăларать — сатик пĕтернисем ун патне халĕ те туртăнаççĕ. Ачасене вĕрентес ăсталăхне Виталий Мишанкин тăтăшах ăсталăх конкурсĕсенче çирĕплетет.

Нумай пулмасть Виталий Мишанкин Шупашкарти чи лайăх çамрăк воспитатель ята тивĕçнĕ. 2 çул каялла Раççейри физкультура вĕрентекенсен ăмăртăвĕнче 150 педагогран 4-мĕш пулнă. Çапах та ача-пăча хисеплени — чи пысăк çитĕнÿ тесе шутлать. Çавăнпа ку ĕçе чунтан парăннă.

Кашни ача пултаруллă тесе шутлать çамрăк воспитатель. Ун патне май тупма кăна пĕлмелле. «Ача-пăчана юратмалла. Ахаль кун ирттернипе мар, çитĕнсе пыракан ăру хăв мĕн тунин уссине курмалла», - уçса парать вăрттăнлăхне Виталий Мишанкин.