Елчĕк районĕнчи шкул ачисем сырăшсем ăсталаççĕ

Нарăс уйăхĕ вĕçенкайăксемшĕн чи йывăр вăхăт. Çак тапхăрта выçăпа вăйсăрланнă кăсăясемпе çерçисем шăнса вилме пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене çынсен пулăшмалла. Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем кашни хĕллех кайăк-кĕшĕк валли сырăшсем туса çакаççĕ.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова

Лащ Таяпа вăтам шкулĕнчи 5, 6 тата 7-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем кашни кĕçнерникун уроксем хыççăн мастерскойне пухăнаççĕ. Кунта 20 çула яхăн технологи учителĕнче ĕçлекен Петр Теренин вĕсене платник ĕçне вĕрентет.

Петр Аркадьевич ачасене яланах мĕнле те пулин усăллă япала тума вĕрентет. Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн вĕсем кайăксем валли сырăшсем ăсталама пуçланă. Пĕрисене килĕсен умĕнчи йывăçсем çине кайса çакнă та ĕнтĕ. Кашни арçын ачан сырăш тума пĕлмелле, теççĕ вĕсем.
«Ăста» кружока çӳрекенсем аллисене пăчкăпа мăлатук тытиччен хăрушсăрлăх йĕркипе тĕплĕн паллашаççĕ. Вăл правилăна вĕсем кирек хăш самантра та пăхмасăр калама пултараççĕ.

Акă, сырăшсем хатĕр. Ĕç урокĕ вĕçленсен ачасем пурте пĕрле шкул пахчине тухаççĕ. Вĕрентекен пулăшнипе йывăçсем çине савăнсах сырăшсем çакаççĕ.

Ал ĕç кружокне çӳрекен арçын ачасем çапла майпа хĕл сиввинче шар куракан кайăксене çăлса хăваратпăрах теççĕ. Сырăшсем çине кашни кунах апат хурса параççĕ.