Василий Николаев профессор çуралнăранпа 80 çул çитрĕ

Техника наукисен докторĕ Василий Николаев профессор пуçарнипе 2000-мĕш çулта Мускавра Константин Иванов ячĕллĕ фонд уçăлнă. Унăн тĕллевĕ – ăслăлăхпа культура программисене тата тăван халăхăн сахал тĕпченĕ ăспурлăхне мала хуракан проектсене пулăшасси. Хăй вăхăтĕнче „Оренбурггазпром“ пĕрлешĕвĕн тĕп пуçлăхĕнче вăй хунă Василий Николаев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ, çав ятпа академик ĕçне маллалла тăсакансем гуманитари ăслăлăхĕсен институтне пуçтарăнчĕç.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Василий Николаев – Раççей нефтьпе газ промышленнăçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, малтан наука енĕпе, каярах литературăпа ÿнер енĕпе тунă мухтавлă ĕçсемшĕн икĕ хут Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçнĕ ăслăлăх докторĕ – хамăрăн ачасене тăван халăхăн чи ырă тĕслĕхĕсене кăтартса ÿстермелле, тесе вĕрентетчĕ. Вăл пиртен 2007-мĕш çулта яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Академик çуралнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа çавра сĕтел хушшине пуçтарăннисем йăхташăмăрăн сăмахĕсене халал пек аса илчĕç. Ăсчах 90 наука ĕçĕн, 34 изобретенин авторĕ, хăй пĕччен тата халĕ Константин Иванов ячĕллĕ фонда ертсе пыракан Виталий Иванов истори наукисен докторĕпе, ытти йышпа халăхăн ылтăн çÿпçинче юлмалли паха тĕпчевсем кăларнă. Çак кĕнекесем пулăшнипе çамрăксем тăван культурăна аталантарассишĕн малалла ĕçлеççĕ. Фондăн Василий Николаев ячĕллĕ преми пур. Кăçал та ăна яланхилле виççĕн илме тивĕç пулчĕç.

Тепĕр лауреат – нумай пулмасть тăван халăхăн капăрлăхĕпе çар хатĕрĕсем çинчен икĕ илемлĕ кĕнеке хатĕрлесе кăларнă, çак ярăмпа малалла ĕçлекен Юрий Ювенальев Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ.

Республикăри чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин та авалхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратассишĕн нумай ĕçлет. Муркаш районĕнче çĕкленĕ „Чемен карти“ хулаш таврари ялсемшĕн пĕрлехи уяв вырăнĕ пулса тăнă.

2007-мĕш çултанпа фонд уйрăмах хастаррисене кăкăр умне çакмалли „Хисеп палли“, Вырăк ячĕллĕ преми тата Хисеп хучĕ, Тав хучĕ парса чыслать.
Шупашкарти Ярославль урамĕнчи 17-мĕш çурт умĕнче Василий Николаевăн палăкĕ пур. Унăн авторĕ – Питĕр скульпторĕ, Раççей халăх художникĕ Юрий Чаркин. Уçнă кĕнеке умĕнче шухăша путнă академик сăнарĕ пире тĕпчев çулĕпе малалла утма хистет.