20 апреля 2019 10:00   9°   $63.96 €71.92

11.02.2019 18:13

Шупашкарта республикăри кадетсен пĕрремĕш форумĕ иртрĕ

Ăна Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Уява ун ячĕпе хисепленекен, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне хута янă кадет корпусĕнче паллă турĕç. Форума республикăри кашни районпа хуларан 500 ытла кадет хутшăнчĕ.

Ирина Николаева, Наталия Егорова, Михаил Солин

Çар маршĕсемпе пĕрлех тĕнчипе паллă рок кĕввисене  шăрантарма пултарать кадетсен оркестрĕ. Флейта, параппан тата ытти музыка инструменчĕсене кадет корпусĕпе тĕп хулари урăх кадет класĕсенче вĕренекен 20 ача калать.

Çитĕнсе пыракан ăрăва патриотла воспитани парассипе республикăра чылай ĕçлеççĕ. Шырав ĕçне явăçтарнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Форума пуçтарăннисем çакнашкал шыравсенче тупнă япаласемпе паллашма пултарчĕç. Кадет класĕнче вĕренекенсем ӳссе çитĕнсен хăйсен пурнăçне çарпа, йĕрке  хуралĕпе, патшалăх е муниципалитет ĕçпе çыхăнтарни иккĕлентермест республика пуçлăхне. Чăваш Енри кадетсен 1-мĕш форумĕнче тĕрлĕ лаптăкра ăсталăх урокĕсем хатĕрленĕ. Çавах та уявăн чи кăткăс саманчĕ — кадетсен балĕ.

Кăçалхипе Чăваш Енре ăна 7-мĕш хут йĕркеленĕ. Шăмăршă шкулĕнчи кадетсем  маларах вĕренсе тухнисем мĕнле ташланине курса хăйсем те бала лекме ĕмĕтленнĕ.

Чăваш Енре кадетсен юхăмĕ çултан çул аталанать. Пĕлтĕр 177 кадет класĕнче 4 пин ытларах ача пĕлӳ илнĕ пулсан, кăçалхи вĕренӳ çулĕнче 18  класс ытларах йĕркеленĕ, вĕсенче халĕ 4 пин те 560 хĕрпе каччă вĕренет.

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи кадет класне 2016-мĕш çулта уçнă. Çавăн чухне унта 12 ар çын ачапа 2 хĕр ача пĕлÿ илме пуçланă. Чăваш Сурăмĕнче вĕренекенсем  шкул тата район чысне хӳтĕлес ĕçре пĕрре мар палăрма  пултарнă.

Чăваш кадет корпусĕ Совет союзĕн геройĕ Александр Кочетов ячĕпе хисепленсе тăнипе тăванĕсем мăнаçланнине каларĕ паттăр мăнукĕ Дмитрий Яковлев. Республикăри чи лайăх çамрăк армеецсене Михаил Игнатьев ятарлă удостоверенисемпе паллăсем пачĕ, кадетсен форумне малашне çулсерен ирттерме шантарчĕ.