Ялти шкулсенче вĕренекенсене тăван чĕлхепе ӳкернĕ фильмсем кăтартаççĕ

«Чăвашкино» студипе электронлă документсен патшалăх архивĕнче ĕçлекенсем пархатарлă тĕллевпе районсем тăрăх çӳреççĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах Иван Яковлев çинчен ӳкернĕ документлă картинăна кăмăллакан нумай.

Алексей Енейкин, Владимир Смирнов

Черетлĕ тĕлпулу Элĕк салинче иртрĕ. Çĕнĕ çул умĕн хута янă хăтлă кинозала районти тĕрлĕ шкул ачисем пухăнчĕç. «Чăвашкинора» ĕçлекенсем вĕсене кăтартмашкăн тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентекен фильм илсе килнĕ. Çитĕнекен ăру вырăсланса пынă вăхăтра çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Фильм пуçланиччен умсăмах илекенсем те тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрĕç.

Залра çутă сӳнсенех ачасем тăван халăхăн Патриархне кураççĕ. Картинăпа паллашнă май унăн паянхи чăваш пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне ăнланма тытăнаççĕ. Элĕкри Иван Яковлев ячĕллĕ шкулта вĕренекенсемшĕн çакă калама çук пĕлтерĕшлĕ самант иккен. Аслă вĕрентекен хăй вăхăтĕнче ку тăрăхри халăхшăн та нумай вăй хунă.

Хальхи çамрăксене илес пулсан, нумайăшĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр кун-çулĕ пирки пит пĕлсех каймаççĕ. Фильмра вара Иван Яковлевпа çыхăннă мĕн пур япала пирки кĕскен тата ăнланмалла каласа кăтартнă. Уйрăмах вĕрентекенĕн ĕмĕр каяллах Мускавра тĕпленнĕ мăнукĕн мăнукĕсем паян та чăвашла калаçма хăтланни чăннипех те мăнаçлăх туйăмĕ вăратать.

Çывăх вăхăтра фильма Муркаш, Çĕрпÿ, Канаш, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсенчи шкулсенче кăтартма палăртнă.