Пенси çинчен çамрăклах шухăшлама тытăнмалла

Çакна аслă классенче тата колледжсенче вĕренекенсене ăнлантарса парас тĕллевпе çĕршывра çуркуннехи сесси пуçланчĕ. Чăваш Ен Пенси фончĕн ĕçченĕсем ирттерекен онлайн-вĕренĕве хутшăнма Раççейри 250 пĕлÿ çурчĕ çырăннă. Вебинарта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.

Марина Карягина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов  

„Пулас пенси çинчен – йăлтах“ – çак темăпа иртрĕ онлайн-вĕренÿ. Лектор çамрăксене тÿрех кăсăклантарса яма пултарчĕ. „Мĕншĕн пенси çинчен халех шухăшлама пуçламалла?“ тесе ыйтсан, чатра çийĕнчех хуравсем килме тытăнчĕç. „Ватлăх çулĕсем çитсен, пирĕн ĕçлесе илме май пулмĕ. Пенси пĕртен-пĕр тупăш пулĕ“ – тесе çыраççĕ тĕрлĕ хулари вĕренекенсем. Çакăн хыççăн çамрăксен умне сисмесĕрех ыйту хыççăн ыйту тухса тăрать: тивĕçлĕ канăва тухсан, пенси укçине мĕнле шутласа парĕç, СНИЛС мĕншĕн кирлĕ, конвертпа паракан шалу хăш енчен начар, Пенси фончĕн электронлă пулăшăвĕпе еплерех усă курмалла? Лектор ыйтусене тĕплĕн, ăнланмалла хуравлать.

Пулас пенсие мĕнле шутланине ăнлантарса парасси – пысăк проектăн пĕр пайĕ. Тÿлевсĕр онлайн-уроксем пĕтĕм Раççей программипе килĕшÿллĕн вĕренÿ тата финанс министерствисен, Раççей банкĕн пĕрлехи проекчĕпе иртеççĕ. Пĕлтĕр Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çакăн йышши 7 вебинар ирттернĕ, унта çĕршыври 22 пин вĕренекен хутшăннă.

Йĕркелÿçĕсем пулас пенсипе çыхăннă пĕлĕве илме, çĕнĕлĕхсене пĕлме хуларисемшĕн те, ялтисемшĕн те меллĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Вебинарсене хутшăнакансене пурне те сертификат параççĕ.