20 апреля 2019 09:09   8°   $63.96 €71.92

08.02.2019 17:37

Раççей тата чăваш науки – вĕсен аллинче

Паян Раççейре – Наука кунĕ. 295 çул каялла пирĕн çĕршывра  Ăслăлăх Академине уçнă. Уяв умĕн Чăваш Енре чи лайăх ăсчахсемпе аспирантсене чысларĕç.

Екатерина Фомина, Елена Михайлова, Вадим Владимиров

Сергей Карпов çакнашкал опытсене лабораторире тăтăшах  ирттерет.  Пĕр-пĕр япала ăсласа кăларма  эрне, уйăх, тепĕр чухне вара темиçе çул кирлĕ, - тет çамрăк ăсчах. Ĕçе вăл яланах тĕплĕ, васкамасăр, тăрăшса тăвать. Хими предмечĕпе каччă 2002-мĕш çулта, университета вĕренме кĕрсен туслашнă. Халĕ хăй те ыттисене пĕлÿ парать.

Хальччен Сергей Карпов тĕрлĕ конкурс- конференцисене хутшăнса пĕрре мар çитĕнÿ тунă. Кăçал вара „Чи лайăх çамрăк ученăй“ ята тивĕçнĕ. Вăл тĕпчекен пайрăмсем  туберкулёза хирĕç кĕрешмелли çĕнĕ эмел хатĕрлеме кирлĕ. „Чи лайăх ăсчах“ конкурсра мала тухассишĕн Сергей Карповпа пĕрле 8 çын тупăшнă. Çĕнтерÿçĕсене гуманитари, техника, естествознани енĕпе палăртнă.

„Çулталăк аспиранчĕ“ конкурс çĕнтерÿçисем те паллă.  Гуманитари ĕçĕнче  Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ Людмила Егорована  палăртрĕç.  Вал Чăваш тата Мари республикинчи годонимсене – урамсемпе проспектсен, тăкăрлăксен ячĕсене тĕпченĕ.

Çамрăк ăсчахсене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. Вĕсен тĕпчевĕсем Раççей наукинче пĕлтерĕшлĕ  вырăн йышăнасса шанатпăр, - терĕç тÿресем конкурса пĕтĕмлетнĕ май.