Салтак-интернационалистсем шкул ачисемпе тĕл пулчĕç

Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче  30 çул пулать. Çавра çула халалласа салтак-интернационалист тивĕçне пурнăçланă ветерансем Шупашкар районĕнче Мăналти вăтам шкулта çамрăк армеецсен турнирне ирттерчĕç.
 
Леонид Петров, Анжелика Артемьева, Екатерина Янгалакова     
 
Тĕл пулу пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Пухăннисем çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă паттăрсене асăнчĕç.  Вунă çула яхăн пынă вăрçă 15 пин ытла совет çыннин пурнăçне татнă.  Афганистанра Чăваш Енри 6 пин çамрăк хĕсметре пулнă. 116 çын аякри çĕршывра ĕмĕрлĕхе куçне хупнă, 3-шĕ вара хыпарсăр çухалнă.

Ветерансем  душмансене хирĕç мĕнле кĕрешнине аса илчĕç. Çар тивĕçне пурнăçлаканăн хастар тата çирĕп чунлă пулмаллине палăртĕç.

Айăплава пурнăçлакан федераци службин Чăваш Енри  управленийĕнче тăрăшакансем ведомствăра  усă куракан техникăпа хĕç-пăшал куравне йĕркелерĕç.  Ачасем пистолет-автомат таврашне тытса курчĕç, бронежилет тăхăнса пăхрĕç.  

Çамрăк армеецсен тупăшăвĕ виçĕ енлĕ пулчĕ: çар ĕçĕн теорийĕ, автомат салатса пуçтарасси тата туртăнасси.  Пĕтĕмлетÿ тăрăх Чăрăшкасси шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтерчĕç.  Вĕсем Афганистанри вăрçă ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн куçса çÿрекен Кубока тивĕçрĕç.