Чăвашлăх пирки шухăшлаттаракан фильм

Чăваш кино ÿнерĕшĕн - пĕлтерĕшлĕ пулăм. Юрий Сергеев режиссер ертсе пыракан  пултарулăх ушкăнĕ „Наследие“ фильм хатĕрлесе çитернĕ. Ăна Шупашкарти кинотеатрсенчен пĕринче пахаларĕç.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Ку вăл Юрий Сергеев режиссерăн иккĕмĕш ĕçĕ. Икĕ çул каялла унăн «История великого народа» фильмĕ тухнăччĕ. Халĕ – чăваш халăхĕн иртни тата пуласлăхĕ пирки «Наследие» документлă картина. Сценари авторĕн Сергей Щербаковăн историе нумай тĕпчеме тивнĕ.

Фильмра республикăри сумлă ăсчахсене курма пулать. Вĕсем кадрта чăвашлăх пирки шухăшлаççĕ. Пурте тăван чĕлхен пуласлăхĕ пирки пăшăрханса калаçаççĕ.

Фильмри тĕп сăнар - мăчавар. Вăл çитĕнекен ăрăва чĕлхене упрама вĕрентет. Арçын ача ролĕнче Рома Романов ÿкерĕннĕ. Ку вăл уншăн çакăн пек пĕрремĕш опыт. Пултарулăх ĕçĕ ăна питĕ килĕшнĕ.

Фильм 43 минут пырать. Тĕрлĕ сăн, графика тĕлĕшĕнчен пуян. Çавăнпа пĕр сывламасăр пăхатăн. Халăх юррисем те кунта урăхларах илтĕнеççĕ. Çавăн пекех чăваш тумĕн кашни пайне сăнама пулать. Ку ĕçе шкул ачисене те, студентсене те, çитĕннисене те сĕннĕ пулăттăмăр, терĕç куракансем.

„Наследие“ фильм хальлĕхе прокатра çук. Мĕн пур куракан умне кăларма Мускавран ятарлă удостоверени килессе кĕтеççĕ. Çавăн хыççăн ăна республикăри кинозалсенче кăтартĕç. Пултарулăх ушкăнĕ вара çакăнпа чарăнса ларасшăн мар. Фильмăн малалли пайне ÿкересси пирки çирĕплетсех каларĕç.