Вирьялта чăвашлăх пурăнать

Çак ятпа Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче уяв  ирттерчĕç. Ял ачисем  хăнасене мĕнпе тыткăнланă тата тĕлĕнтернĕ? Кун пирки  сюжетра каласа кăтартăпăр.

Елена Дмитриева, Зоя Яковлева

Наци конгресĕн хастарĕсем Калайкасси шкулне ахальтен мар суйласа илнĕ.  Кунта ачасене мĕн пĕчĕкрен  чăвашлăха юратма, чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упрама вĕрентеççĕ. Уява мĕн пур ача, вĕрентекен тата ашшĕ-амăшĕ чăваш тумĕпе килнĕ. Ăна «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.

Чăваш наци конгресĕн  пайташĕсем пурне те чăвашлăх уявĕпе саламларĕç, халăх йăли-йĕрки çинчен каласа кăтартрĕç. Калайкассисем тăван чĕлхене, культурăна  упрассине тата ăна аталантарассине пысăк тӳпе хывнине палăртрĕç. 

Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Елена Шурту ачасене  пуканесемпе паллаштарчĕ. Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ иртнине аса илтерчĕ.

Калайкасси шкулĕнче кашни класрах фольклор   ушкăнĕ пур. Кĕçĕннисем те, аслисем те чăвашла юрлама, ташлама ăста. Вĕсем тĕрлĕ пулăма — Вырма, Сурхури, Кĕр Сăри тата ытти йăлана   сăнларĕç.  

Çавăн пекех кашни класра ăсталăх урокĕсем пулчĕç. Вĕсене хореографсем, юрăçсемпе сăвăçсем, тĕрĕ ăстисем ирттерчĕç. Ачасем тĕрлĕ ĕçе кăсăклансах вĕренчĕç. Уйрăмах вĕсене музыка инструменчĕсем тăвасси, вĕсемпе кĕвĕ шăрантарасси илĕртрĕ. Çак ăсталăха ачасене Николай Фомиряков вĕрентрĕ.

Ачасем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене хисеплесе ӳснинче  аслисен  тӳпи пысăк, паллах. Çавăнпа шкулта тăтăшах чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ уяв, конкурс ирттереççĕ.

Уява вайă картипе вĕçлерĕç. Çакăн пек тĕл пулусем çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсене ытти шкулта та йĕркелемеллине палăртрĕç пуçтарăннисем.