Ăпăр-тапăра йытăсем те салатмаççĕ, вăхăтра турттарса тухаççĕ

Çынсен пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа килĕшӳллĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинче 12 контейнер вырнаçтарнă.

Надежда Александрова, Валентина Алексеева, Владимир Синдеев

Çӳп-çапа кунта яланах вăхăтра турттарса каяççĕ. Ял çыннисем ятарлă машина хăçан килессе лайăх пĕлеççĕ. Çакăн пек çӳп-çап контейнерĕсем ку урамра кăна иккĕ. Ыттисене урăх çĕрте вырнаçтарнă. Вĕсене çынсен шухăшне шута илсе лартнă.

Кашни çемье вăтамран 100 тенке яхăн хывнă. Пысăках укçа мар. Çынсемпе куллен ĕçлесен йывăрлăхсем сахалрах пулĕç, тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Кунта халĕ ăпăр-тапăра уйрăмшарăн пуçтарма ĕмĕтленеççĕ.

Çӳп-çап контейнерĕсене мĕн пур йĕркене пăхăнса вырнаçтарнă. Вĕсене бетонлă çĕре лартнă, йĕри-тавра карта тытнă, хуппи те пур. Нимĕнле чĕр-чун та, кайăк та ăпăр-тапăра салатаймасть. Чăваш Ен çут çанталăк министерствинче çакăн пек контейнерсем республикипех пулмалла тесе шутлаççĕ.