Шупашкарти Маунтинбайк центрĕнче „Олимп шанчăкĕсем“ ача-пăча спорчĕн фестивалĕ тата фитнес-аэробика чемпионачĕ иртрĕ.
Марина Карягина, Анжелика Артемьева, Екатерина Янгалакова
Ăмăрту тĕрлĕ çулти спортсменсемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ: тупăшăва 500 ытла спортсмен килсе çитнĕ. Çак йышра чи кĕçĕннисем – виççĕри шăпăрлансем, чи аслисем – вĕсен ашшĕ-амăшĕ. Кунта чи пултаруллă ушкăнсем пуçтарăннă пулин те, ăмăрту яланах вăйлинчен вăйлине тупса палăртма май парать. Шупашкарти „Веста“ ушкăнри хĕрачасем каласа панă тăрăх, вĕсем эрнере 5 кун 2-3 сехет тренировкăра пиçĕхеççĕ. Çакă, паллах, сая каймасть.
Кĕçĕннисем икĕ ÿсĕм ушкăнĕнче ăмăртрĕç, яшсемпе хĕрсем – тăватă ушкăнра. Çамрăк спортсменсем темиçе енĕпе пултарулăхне кăтартаççĕ: аэробика – кĕвĕпе гимнастика туни, степ-аэробика тата хип-хоп аэробика, урăхла каласан, урам ташши. Кунта хăнăхтарусене тĕрĕс пурнăçланисĕр пуçне артист ăсталăхĕ те кирлĕ.
Ачан пĕчĕкрен кашни кун спорт залне çÿремелле пулсан, килтисен унпа юнашарах пулма тивет. Çапла йĕркеленнĕ те икĕ çул каялла „МоотивФорс“ ашшĕ-амăшĕсен ушкăнĕ. Ачисене кура вĕсен чун-чĕринче те ăмăртас кăмăл вăраннă, вара вĕсем те тĕрлĕ тупăшусене тухса çÿреме тытăннă. Иртнĕ кĕркунне вĕсен ушкăнĕ Голландире иртнĕ тĕнче чемпионатне лекме пултарнă. Хальхинче те вĕсем хип-хопçăсем хушшинче мала тухрĕç. Ачасен ушкăнĕсенчен Комсомольски салинчен килнисем те палăрни çинчен калама кăмăллă.
Çавăн пекех маларах асăннă „Веста“ ушкăн, „Грация“ тата „Малышки“ – вĕсем пурте Шупашкартан – лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç.
Республикăра фитнес-аэробика федерацийĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине ăмăрту ирттерсе паллă турĕç
