Кăткăс характерсене калăплама пултаракан сцена ăсти

Сцена çинче çĕр ытла роль калăпласа тăван халăх юратăвне тивĕçнĕ, малашне те куракана ăсталăхĕпе савăнтарма хатĕр. Чăваш академи драма театрĕнче Чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Александровăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Александр Осипов, Михаил Солин

Чăваш академи театрне Вячеслав Александрова 60 çул тултарнă ятпа саламлама халăх йышлă пухăннă. Канашсемпе энтриялсем - ентешсем - театра маларах çитнĕ, куракансене хăйсен юрри-кĕввипе кĕтсе илеççĕ, халах кăмăлне çĕклеççĕ. Кунтах юратнă артист вылянă спектакльсенчи ÿкерчĕксенчен фотокурав йĕркеленĕ. Театра килнисем, паллах, пурте Вячеслав Викентьевич пултарулăхне хаклакансем ― юратнă артист çинчен кăна калаçаççĕ. Шухăшласан, пурнăçра ырă çын ячĕпе ун ĕçне çакăн евĕр йыш туслăн пухăнса хисепленинчен ырри мĕн пултăр? «Ĕçне кура хисепĕ» тени çак ĕнтĕ вăл!

Саламлакансем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ. Театр директорĕ Юрий Владимиров артистăн чи паллă ĕçĕсене аса илтерчĕ. «40 çула яхăн сцена çинче Вячеслав Александров, калăпланă сăнарĕсем çĕртен те иртнĕ. «Шанель пике» спектакльте ытти артистсемпе пĕрле выляса лауреат ятне тивĕçнĕ»,- терĕ. Культура министерствин хисеп хутне алран тыттарчĕ. Театрăн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев сцена ăстин пултарулăх шăпипе паллаштарчĕ, вăл вылянă чи кăткăс та кăсăк рольсем çинчен калаçрĕ. Вĕсен йышĕнче Альфонс Додэ, Уильям Шекспир, Василий Белов, Алексей Бунин пьесисенчи сăнарсем. «Вячеслав Александров кăткăс характерсене калăплама пултаракан артист», - терĕ. Саламлакансем пурте артист юлташĕсем тейĕн, ун ĕçĕсене пĕлсе, хакласа калаçаççĕ.

Пултаруллă çын пур енĕпе те пултарать. Вячеслав Александров мăшăрĕ упăшкине вырăсла та, чăвашла та сăвăласа саламларĕ. «Чи лайăх упăшка» тесе хисеп хучĕ парнелерĕ. Уяв спектакльпе вĕçленчĕ. Вячеслав Александров «Чуххăм Ванькка авланать» комедире Кури тете рольне вылярĕ. Халăх икĕ сехет куç илмесĕр, мăшăр шыракан Ванькка мыскарисене курса ларчĕ, артист ăсталăхне тепĕр хут пысăк хак пачĕ.