Чи пĕлтерĕшли – çемьепе пулни

Сывă пурнăç йĕркине  юратакан çемьесем канмалли кунра йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç. Эстафета Шупашкарти хĕллехи спорт тĕсĕсен йĕлтĕр базин центрĕнче 8-мĕш хут иртрĕ. Спортпа туслă  çемьесемпе пирĕн корреспондент Елена Дмитриева паллаштарать.

Елена Дмитриева, Михаил Солин

Хĕллехи сивĕ çанталăк та йĕлтĕр спортне юратакансене чăрмантармарĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Чи кĕçĕнни 3 çулта кăна.

Илья Яблоков йĕлтĕр çинче çирĕп тăраймасть пулин те, старта çĕнтерес кăмăлпа тухнă. 400 метр инçĕшне парăнтарма ăна, паллах, амăшĕ пулăшрĕ.  Яблоковсен çемйинче 4 ача.  Пурте вĕсем йĕлтĕрпе ярăнма пĕлеççĕ. Пĕлтĕр çемье  хăйсен ушкăнĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал Яблоковсем мала тухаймарĕç пулин те, çемьепе пĕрле пулни чи пĕлтерĕшли, терĕç. Уйрăмах вара пĕчĕк ачасен амăшĕсене йывăр пулчĕ — вĕсен дистанцие икĕ хут парăнтарма тиврĕ.  Республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн  пĕтĕмпе кăçал  60 яхăн çемье тупăшрĕ. Вĕсенчен  нумайăшĕ ăмăртăва кашни çулах хутшăнаççĕ.  Сăмахран, Йĕпреç районĕнчи Ефремовсем (вĕсем — 16-мĕш номерпе)   виççĕмĕш çул  мала  тухаççĕ. Иртнĕ ăмăртусенче   вĕсем аслă ывăлĕпе пĕрремĕш пулнă, кăçал кĕçĕн хĕрĕпе 2 пин те 700 метр дистанцие парăнтарнă.

Туслă çемьесене хавхалантарма Михаил Игнатьев та çитрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăмăртăва хутшăнмарĕ пулин те, хаваспах йĕлтĕр сырса темиçе çаврăм турĕ. Ачасен 400 метр, хĕрарăмсен 800 метр, арçынсен вара 1 çухрăм та 500 метр дистанцие парăнтармалла пулчĕ. Уйрăмах хĕрӳ тупăшу арçынсем хушшинче иртрĕ. Пĕрремĕш пулма  ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленни кăна пулăшрĕ.

Çĕнтерӳçĕсене  парнесем тата дипломсем парса хавхалантарчĕç. Чи кĕçĕн спортсменсене — Çĕнĕ Шупашкарти Вера Афанасьевапа Шупашкарти Илья Яблокова уйрăммăн палăртрĕç. Вĕсене пылак кучченеçпе çунашкасем парнелерĕç. Çитĕнекен ăрăва  мĕн пĕчĕкрен спорта явăçтарни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентни пĕлтерĕшлĕ, палăртрĕç йĕркелӳçĕсем.