Шупашкарта робототехника фестивалĕн регионти тапхăрĕ иртрĕ

Чи пултаруллă конструкторсем Ÿнер академине пухăнчĕç. Çамрăк «кулибинсем» пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ çакнашкал тупăшура тĕл пулаççĕ.

Екатерина Фомина, Елена Михайлова, Михаил Солин

Хĕрлĕ Чутай районĕнчен килнĕ Никита Самолкин çулталăк каялла  робот техникине  пуçтарассипе кăсăкланма пуçланă. Çак тапхăрта мĕн вĕреннине 9 çулти арçын ача фестивальте кăтартма шутланă. Ыттисен ĕçĕсемпе паллашма та кăсăклă, тет вăл.  Ăмăртăва кăçал 200-е яхăн çамрăк хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен пултарулăхне икĕ ÿсĕм ушкăнĕнче хакларĕç. Шкул çулне çитменнисем те ăсталăхне кăтартрĕç.

Физика предметне епле пĕлнине, робот пуçтарма, ăна валли программа çырма пултарнине те тĕрĕслеççĕ кунта. Çакнашкал фестивальсем инженер профессин сумне ÿстерме,   пурнăç çулне суйлама пулăшаççĕ, теççĕ ăна йĕркелекенсем. Робототехникăна кăмăллакансен йышĕ çултан çул ÿссе пырать. Ванисовсен çемйи те çак ĕçе алла илме шутланă. 
 
Регионти фестивальте çĕнтернĕ виçĕ ушкăн çитес уйăхра Пермь хулинче иртекен чемпионата хутшăнать. Тăхăр команда вара пуш уйăхĕнче Чăваш Ен чысне  Мускавра хÿтĕлĕ.