Ялта пурăнакан пенсионерсене – çĕнĕ çăмăллăх

Кăçалтан Чăваш Енри тивĕçлĕ канури 25 пине яхăн çын хушма укçа илсе тăма пуçланă. Ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленисен пенсин çирĕплетнĕ пайĕ чĕрĕк ӳснĕ.

Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев

71 кайнă Анна Дашкова 39 çул Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăхра тăрăшнă. Халĕ те килĕнче ĕне тытать. Ачаллах вăл сысна пăхма вырнаçнă та, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хăй ĕçне тӳрĕ кăмăлпа тунă. „Выльăх ĕрчетме çăмăл пулман,- аса илет кинеми.  350 пуçа иккĕн кăна пăхнă.

Ĕçри çитĕнӳсемшĕн Анна Алексеевна чылай хисеп хутне тивĕçнĕ. Унпа пĕр хуçалăхра вăй хунă Манефа Смирнова 1970-мĕш çул пуçламăшĕнче сурăх фермине вырнаçнă. Амăшне пулăшас тесе вĕренме те пăрахма тивнĕ. Кайран ĕçленĕ вăхăтрах каçхи шкул пĕтернĕ.  Выльăх-чĕрлехе юратнăран  йывăр пулни  хăратман, тет Манефа Николаевна.

5 ача амăшĕ пулнăран, Манефа Смирнова 50 çултах  тивĕçлĕ канăва тухма пултарнă. Анчах 60 урлă каçсан çеç ĕç пăрахнă. Пĕтĕмĕшле 43 çул фермăра вăй хунă. Кăçалтан ялти пенсионерсене хушма укçа парассине кинемисем малтан ĕненмен те. Кăрлач уйăхĕнчи тÿлеве алла илсен вара хĕпĕртенине пытармаççĕ кашни пус перекетлеме хăнăхнă ватăсем. 

Ялти пенсионерсене хушса панă укçа вăтамран пин те 333 тенкĕпе танлашать. Ăна ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар тăрăшнисем, халĕ те ялтах пурăнакансем, ватлăхпа е сусăр пулнипе пенсине тухнăранпа ниçта та ĕçлеменнисем тивĕçеççĕ. Ку вăл выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетес, ӳсен-тăран çитĕнтерес енĕпе тăрăшнисемшĕн пулăшу пулать. Çĕршыв Правительстви хушма укçа илме ирĕк паракан профессисен шутне çирĕплетнĕ.

Ял хуçалăхĕнче ĕçленине çирĕплетме, пенси хушса тӳлеме заявлени çырма кирлĕ мар — тивĕçлĕ тытăмсем çакна хăйсем тĕллĕнех тишкерсе палăртĕç. Анчах хăшĕсем вăл е ку сăлтава пула сиксе юлсан, кирлĕ хутсене Пенси фондне кирек хăш вăхăтра илсе çитерме юрать. Çакна çулталăк вĕçлениччен  тусан пенсине кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен çĕнĕлле шутласа парĕç.