Ÿкерме, çыхма, çĕлеме, тăмран тĕрлĕ япала ăсталама маçтăр

Вăрнар районĕнчи Елена Есенцева пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Ĕçе юратса тусан  пĕтĕмпех пулать, тет вăл. Елена Николаевна Хапăсри вăтам тата районти ӳнер шкулĕсенче ачасене тĕрлĕ тетте, пукане, савăт-сапа, эреш тума вĕрентет.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов

Елена Есенцева шкул ачисене куллен  ӳнер тĕнчипе паллаштарать. Хăй мĕн пĕлнине çамрăксене вĕрентме, кашни урока кăсăклă ирттерме тăрăшать. Нумай пулмасть маçтăр ачасене çăмран теттесем йăвалама вĕрентнĕ. Çак пĕчĕк çăматăсене тума сехет çурă кайнă. Çăмпа ĕçлеме çăмăл мар: хăйĕн йĕркине çирĕп пăхăннипе пĕрлех чăтăмлă пулмалла.

Елена Есенцева класне кĕрсенех  асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнать. Кунта тĕрлĕ картина, кӳлепе, пукане, тăмран ăсталанă шăхличсем тыткăнлаççĕ. Уроксене час-часах уçă сывлăшра ирттереççĕ. Çапла вĕренекенсем çут çанталăк илемне курма, тăван тавралăха, ял пурнăçне сăнама хăнăхаççĕ, тет вĕрентекен. Ăсталăх ăна амăшĕнчен куçнă.  

Маçтăр уйрăмах тăмпа ĕçлеме юратать.  Ăна вăл çывăхри çырмаран илет. Çак пуканесене калăплама  шурă тăмпа хăй тĕллĕн хытакан пластик усă курнă, çи-пуçне тĕрлĕ пусмаран çĕленĕ. Чи юратнă ĕçсенчен пĕри - «Ыйхă».

Елена хăйĕн ĕçĕсене сутмасть. Кашниех чуна çывăх, вĕсемпе уйрăлас килмест, тет. Ачасем ӳнер тĕнчипе паллашни, тавралăх илемне курса ăна упрама вĕренни - ăсташăн  чи пысăк парне.