Полина Чамжаева пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки кĕнеке кăларнă

«Сцена çинче тĕнче çаврăнать». Çак ятпа нумай пулмасть  Чăваш халăх артисчĕн Полина Чамжаеван кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна вăл ĕçтешĕсемпе, пултарулăхне кăмăллакансемпе, тăванĕсемпе тата юлташĕсемпе Наци библиотекинче пахаларĕ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Кĕнеке кăларма нихăçан та шутламан, тет сумлă артист. Хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки çырса кăтартма нумай çын ӳкĕтленĕ хыççăн тин çак яваплă ĕçе кÿлĕннĕ.

Кĕнекене пухса хатĕрлеме, куçаруçă пулма Галина Матвеева çыравçăна тата журналиста шанса панă. Галина Алексеевна хăйĕн тивĕçне тĕплĕ пурнăçланă. Кĕнеке питĕ кăсăклă пулса тухнă.

Полина Чамжаева Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 40 çул çитет. Çак вăхăтра артист асра юлмалла вун-вун сăнар калăпланă. Вăл шутра „Шупашкарти савни“ спектакльсенчи Натали, Урасмет трагедири Алти, „Сар ачапа сарă хĕрти“ Дина тата ыттисем те. Паян та вăл куракансен чи юратнă сцена ăстисенчен пĕри. Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ хĕре артист пулма мĕн хавхалантарнă? Мĕнле шăпа ăна Çамрăксен театрне илсе çитернĕ? Автор чылай ыйтăва уçăмлатнă.  

Кĕнеке Раççейри театр çулталăкĕ тĕлне кун çути курни уйрăмах вырăнлă, терĕç. Вăл сцена ÿнерне кăмăллакансемшĕн кăна мар, кашни вулаканшăн кăсăклă пулнине палăртрĕç пухăннисем.