Республикăра пурăнакансене кил хуçалăхран ăпăр-тапăра илсе тухас ыйту çаплипех калаçтарать

Хулара-и е ялта пурăнаççĕ — ăнланмалăх темĕн чухлех çынсен. Çакна шута илсе «Хыпар» издательство çуртĕнче „тÿрĕ лини“ ирттерчĕç. Ыйтусене  Строительство министерствинче, Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕнче, тарифсен службинче тата регионти «Экоцентр» пĕрлешÿре ĕçлекенсем хуравларĕç.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

2 сехете пынă „тÿрĕ лини“ вăхăтĕнче телефон пĕр самантлăха та шăпланмарĕ тесен те юрать. Ял çыннисем чи малтанах йăлари ăпăр-тапăршăн тÿлемелли укçа виçипе кăмăлсăр.

Çавăн пекех çÿп-çап турттаракан машинсем час-час килсе çÿрени те кирлех мар теççĕ. Ун чухлĕ ăпăр-тапăр пурпĕр пуçтарăнманнине калаççĕ ял çыннисем. Уйрăмах чÿк уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕччен. Анчах нормативпа килĕшÿллĕн, контейнерсенче пухăннă çÿп-çапа çулла кашни кун, хĕлле 3 кунта пĕрре илсе каймалла иккен. Çак йĕркене тепĕр хут пăхса тухмалли пирки пĕрре мар шăнкăравларĕç „тÿрĕ линие“.

Специалистсем палăртнă тăрăх, халĕ республикăри 3 муниципалитетра тĕрĕслев пырать. Пĕтĕмлетÿсене кура, тен, тариф тĕлĕшпе улшăнусем пулĕç. Сăмах май, иртнĕ çул çÿп-çап турттарса тухнăшăн пĕр çын пуçне 74 тенкĕ те 44 пус илнĕ пулсан, кăçалтан - 75 тенкĕ те 70 пус. Çак хак хулара та, ялта та пĕрешкел. Хĕлле - хулара, çулла - ялта пурăнакансен вара мĕнле пулмалла?

Шупашкар районĕнчи Елена Григорьева ăпăр-тапăршăн вăхăтра тÿлесе пынине, анчах ăна никам та турттарса тухманнине пĕлтерчĕ. Ку ыйту вĕçне-хĕрне тупма шантарчĕç специалистсем. Çÿп-çапа пуçтарассипе çыхăннă кирек епле ăнланмалăха та çакăншăн яваплă «Экоцентр» пĕрлешÿре уçăмлатма хатĕррине палăртрĕç „тÿрĕ линире“.