Йĕрке хуралçисем иртнĕ çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Республикăра пурăнакансен шанăçне тата ăсталăх шайне ÿстермелле. Çакăн пирки паян Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче сăмах пычĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене çирĕплетрĕç. Канашлăва Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Леонид Петров, Михаил Солин  
   
Ларура иртнĕ çул мĕнле преступленисем тунине тишкерчĕç. Вĕсен ытларах пайĕ (74 проценчĕ) хуласемпе район центрĕсенче пулнă. Сергей Неяскин министр палăртнă тăрăх, йĕрке хуралçисем республикăри преступниксен ушкăнĕсене тытса чарассипе ăнăçлă ĕçленĕ. Пурĕ 134 çынна явап тыттарнă. Вăрă-хурахсене тăрă шыв çине кăларас  кăтарту 2 хут лайăхланнă.     

Республикăри оперативниксем наркотиксемпе çыхăннă преступленисене уçса парассипе çĕршывра малтисен йышĕнче. Çапла, пĕлтĕр çурла уйăхĕнче йĕрке хуралçисем 100 ытла миллион тенкĕлĕх  50 кило им-çам пытарнă машина тытса чарнă.  Чăваш Енре çынна вĕлернĕ тĕслĕхсен шучĕ 2 хут чакнă. Мăшкăлланă, тапăнса çаратнă, экстремистла преступленисене 100 процент уçса панă.

Çапах та республикăра ултавçăсем час-часах алхасаççĕ. Иртнĕ çул кун пек 1500 ытла тĕслĕх пулнă. Пĕтĕмĕшле çынсене 69 миллион тенкĕлĕх  сăтăр тунă. Йĕрке хуралçисемпе влаç органĕсем çыхăнса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ, терĕ Михаил Игнатьев. Хăрушсăрлăха çирĕплетме çитес 3 çулта тĕрлĕ программăпа 8 миллиард тенкĕ пăхса хунă. Вăл шутра мĕн пур шкулпа ача сатне сăнав камерисемпе тивĕçтерĕç. Ларура чи тăрăшуллисене тав хучĕсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç. Ĕç кăтартăвĕпе малти вырăна тухнă Комсомольскинчи, Канашри тата Улатăрти полици уйрăмĕсене автомашинсемпе пĕрлех çур миллионран пуçласа  миллион та 300 пин тенкĕ таран премисем парса хавхалантарчĕç.