Каçал тăрăхĕнче социаллă объектсем хута яма хатĕрленеççĕ

Комсомольскинче район больницине тĕпрен юсаççĕ,  Урмаелте  ача сачĕ тăваççĕ. Строительство ĕçĕсемпе çак кунсенче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Леонид Петров, Семен Антонов

Урмаелте ача сачĕ чÿк уйăхĕнче тума пуçланă. Подряд организацийĕпе 93 миллион ытла тенкĕлĕх контракт алă пуснă. Строительсем икĕ уйăхра çуртăн никĕсне янă, пĕрремĕш хутне хăпартса пĕтерсе иккĕмĕшне куçнă, ăшă тытăмĕ валли газ пăрăхĕсене хывнă. Сатикпе пĕрлех кунта котельнăй тума палăртнă. Графикпе килĕшÿллĕн, çурта ăшăпа пуш уйăхĕнче тивĕçтермелле.  Ун хыççăн шалти ĕçсене пуçăнăпăр, шантарчĕç Республика Пуçлăхне строительсем. Урмаелсем сатик хута ярасса кĕтеççĕ кăна пулсан, Комсомольскинче çак кунсенче иккĕмĕш шкул çумĕнче шкул çулне çитменнисен учрежденийĕ уçăлнă. Кунта вĕренĕве аталантармалли программăпа çурта тĕпрен юсанă,  50 ача валли икĕ ушкăн йĕркеленĕ.  Республика тата вырăнти хыснасенчен 12 миллион çурă тенкĕ тăккаланă.
Унтан Михаил Игнатьев çĕнетнĕ столовăйне кĕрсе курчĕ. Комсомольскинчи иккĕмĕш шкул 9 класлă кăна пулин те, кунта 438 ача вĕренет.

Каçалсемшĕн медицина пулăшăвĕ илесси те лайăхланĕ. Район больницинче халĕ анлă юсав пырать. Сиплев çуртĕнче  комсомольскисемпе пĕрлех елчĕксене те йышăнаççĕ.

Больницăра паянхи куна инфекци, хирурги уйрăмĕсемпе ача-пăча поликлиникине çĕнетнĕ. Халĕ юсав терапи тата йывăр чирлисен уйрăмĕсенче пырать. Çакнашкал калăпăшлă ĕçсем кунта 35 çул пулман.