Республика тĕп хулинче  5-мĕш хут Юр кунне паллă турĕç

Ăна Пĕтĕм тĕнчери йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕ пуçарнипе ирттереççĕ. Юр кунне хутшăнакан çĕршывсемпе тăрăхсен шучĕ ӳссех пырать. Шупашкарсем те «Олимпийски» стадионта хаваслă ăмăртусенче тупăшрĕç.

Ирина Николаева, Анжелика Артемьева, Михаил Солин

Ăмăрту пуçланиччен 10 градус сивĕре кам мĕнле пултарать, çавăн пек ăшăнать. Хăшĕ илемлĕ юрă-кĕвĕ çеммипе ташлать, теприсем килĕнченех илсе килнĕ чейпе сăйланаççĕ. 9 çулти Саша Алисована вара хĕллехи çанталăк та,  пӳрнине хуçни те  спорт уявне явăçма чăрмантармасть. Пĕтĕмпе Юр кунне халалланă ăмăртăва 80 ытла çемье хутшăнма кăмăл тунă.

Ăмăртусене 7 - 10 çулти ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнать. Çемье ушкăнĕсен 3 тапхăрпа тупăшмалла: ватрушкăсем çинче ярăнса, чăрмавсене парăнтарса  мала тухмалла тата  мечĕксем тĕл персе кĕртмелле.

Спорт уявĕнче пĕрремĕш хутшăнакансемпе пĕрле çулсерен ăмăртса мала тухнисем те  йышлă. Шоринсем, калăпăр,   темиçе хут призерсен шутне лекнĕ. Хальхинче те çĕнтерес тĕллевпе килнĕ, анчах вĕсенчен вăйлăрах çемьесем пулчĕç. Кунта хутшăнакансемшĕн ăмăртуран ăмăртăва хатĕрленни çеç çителĕксĕр:  вĕсем куллен спортпа туслă, аслисем ачисене те хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантараççĕ.
  
Кашни тапхăрта палăрнисене дипломсемпе, медальсемпе  чысларĕç тата парнесем парса хавхалантарчĕç. Спортпа туслă çемьесем çывăх вăхăтра хăйсен вăйне  тепре тĕрĕслеме пултараççĕ. Çитес вырсарникун олимп резервĕн 2-мĕш спорт шкулĕнче йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн республика ăмăртăвĕ иртет.