Унăн картинисем чăваш ÿнерĕн ылтăн фондне кĕнĕ

Чăваш халăх художникĕ Раиса Терюкалова 80 çул тултарчĕ. Ăста юбилейне халалласа Ÿнер музейĕнче курав уçăлчĕ. Унта тĕрлĕ тапхăрти ĕçсене, вăл шутра гобеленсем валли хатĕрленĕ эскизсене курма пулать. Художникĕн пусмаран ăсталанă картинисене чăваш ÿнерĕн ылтăн фондне кĕртнĕ.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Владимир Синдеев

Ленинградри Мухина ячĕллĕ ÿнерпе промышленность училищинчен вĕренсе тухсан, Раиса Терюкалована çĕршывăн тĕрлĕ хулине чĕннĕ, çав хушăрах Ленинградра та юлма  сĕннĕ. Анчах та ÿнерçĕ Шупашкара суйласа илнĕ. Тĕп хулара вăл Пир-авăр комбинатне вырнаçнă. 3 çул гобеленпа ĕçленĕ, çав вăхăтрах ÿнер ăсталăхĕ пирки те манман. Пĕр хушă ĕç вырăнне улăштарсан, темиçе çултан каллех пир-авăр производствине таврăннă. Ăна тÿрех 3-мĕш фабрикăри мастерской ертÿçи пулма шанса панă. Унти çĕнĕ йышши гобеленсем художника пултарулăхне аталантарма юрăхлă пулнă. Çав тапхăрти ÿкерчĕксем ытларах Чăваш Ен кун-çулĕпе, çут çанталăкĕпе çыхăннă. Апла пулин те ÿкересси гобеленпа ĕçлессинчен ытларах илĕртнĕ ăстана. Пейзажсем, натюрмортсем, портретсем — Раиса Фоминична пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ.

Чăннипех те Раиса Терюкалован ÿнер тĕнчинче портретсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ÿкернĕ вăхăтра çыннăн кăмăлĕ еплерех пулнине, чунĕнче мĕнле туйăмсем хуçаланнине вулама пулать картинăсенче.

Художник аллинчен халĕ те киçтĕкпе сăрă каймасть. Саламлама пынисем ăна малашне те пултарулăхра ăнăçу тата хавхалану сунчĕç. Раиса Терюкалован юбилейне халалланă курав Ÿнер музейĕнче нарăс уйăхĕн 10-мĕшчен ĕçлĕ.