Республикăри агропромышленноç комплексĕнче - çĕнĕ объект

Комсомольски районĕнчи «Рассвет» кооперативра 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Леонид Петров, Семен Антонов

Ку инвестици проектне пурнăçа кĕртме 50 миллион тенкĕ тăккаланă. Хуçалăх хăй укçине 22 миллион хывнă. Ытти - агропромышленноçа аталанма пулăшакан çăмăллăхлă кредит. Çĕнĕ витесем хута яни ял хуçалăх продукцине туса илессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн валли патшалăх çулсерен 3-шер миллиард тенкĕ уйăрать. Унсăр пуçне бюджет тулашĕнчи укçана та явăçтараççĕ.

Çĕнĕ фермăсенече ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе пĕрлех производство тухăçлăхĕ тата чĕр тавар пахалăхĕ лайăхланать. Çакă вара республикăра туса кăларакан продукцин конкурентлăхне ÿстерет. «Рассвет» хуçалăхра выльăх пуçне ÿстерсе пырса сĕт сăвăмĕн кăтартăвне те пысăклатасшăн. Халĕ пĕр ĕнерен вăтамран 7 пине яхăн кило илеççĕ пулсан, тĕллев - 9 пине çитересси.

Сĕте ăçта вырнаçтарас çивĕч ыйту çук. Ăна йышăнакансем çителĕклĕ, тет хуçалăх ертÿçи. Малашне предприяти сĕт тирпейлекен заводсемпе тÿрремĕн ĕçлесшĕн Çакă тăкаксене сахаллатма тата шалăва ÿстерме пулăшмалла.