Вăрнарти пушар хуралĕпе вăрман хуçалăхĕ çĕнĕ техникăпа пуянланнă

Çак саманта районта тахçанах кĕтнĕ. Çĕнĕ машинсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Ку ыйтупа Елена Дмитриева корреспондент кăсăкланчĕ.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов

Геннадий Валентинович 30 çул районти пушар чаçĕнче водительте ĕçлет. Çак тапхăрта çулăмлă инкекпе куçа куçăн пĕрре мар тĕл пулнă. Кашнинчех пĕр тăхтаса тăмасăр çын пурнăçне çăлма васканă. Пушар чаçĕн автопаркне 15 çул ĕнтĕ пуянлатман. Çавăнпа та çĕнĕ машинпа ĕçлеме питĕ хавас пулнине пĕлтерчĕ Геннадий Валентинович.

Урал машинăн паха енĕ нумай — вăл хăватлă, япăх çулсемпе те çӳреет. Çавăнпа çăлавçăсем пушар тухнă вырăна хăвăртрах çитме пултарĕç. Шыв цистернин калăпăшĕ те киввинчен пысăкрах — 6 тонна. Кăпăк хатĕрлекеннин — 360 литр. Пушар насусĕ çеккунтра 70 литр таран шыв пĕрĕхет.

Çак тытăм «Çăлавçăн маякĕ» ятлă. Вăл чи кирлĕ хатĕрсенчен пери. Ятарлă датчик çын ăçта пулнине кăтартать. Енчен те çăлавçă çухалсан, çыхăнăва тухма пăрахсан - ăна хăвăрт тупма пулать.

Пушар чаçĕнче техника пĕтĕмпех юсавлă. Çăлавçăсем кирек хăш самантра пулăшма хатĕр пулин те, çынсене хăйсене те тимлĕ пулма ыйтăççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кăна районта 4 пушарта икĕ çын пурнăçĕ татăлнă.
Çĕнĕ техникăпа вăрман хуçалăхĕ те пуянланчĕ. Автоцистерна, акапуçпа трактор тата вăрмана асăрхаса тăмалли комплекса туянма вăрнарсене пĕлтĕр 6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ техникăна Глонасс тытăмĕпе çыхăнтарнă, çавăнпа машинсене диспетчер йĕрлеме пулатарть.

Вăрман хуçалăхне панă техника çут çанталăка упрама, тĕрлĕ инкекрен сыхланма пулăшĕ.