Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музейра Мария Фомирякова çамрăк ÿнерçĕ ĕçĕсен «Турă тĕнчи» куравĕ уçăлчĕ

Çакă художникăн хăй тĕллĕн йĕркеленĕ 5-мĕш экспозицийĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе вăл унччен Мускавра, Самарта, Шупашкарта пурăнакансене паллаштарнă.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова

«Турă тĕнчи» куравра авалхи чăвашсен ĕненĕвĕнчи сăнарсем. Вĕсен сăн-сăпатне, кĕлетке хурăмне куçĕ умне кăларас тесе нумай кĕнеке вуласа тĕпченĕ автор. Паллах, ÿкерчĕксенче курман мар çак сăнарсене. Апла пулин те хăйневĕрлĕ тăвас тенĕ. Ку кăткăс темăна хускатни те ахальтен мар.

Мария хăй те пĕчĕк чухне асламăшĕ кăмака хыçĕнче хĕрт-сурт пурăнать тесе каланине астăвать. Хĕрачашăн куçа курăнман хăватлă вăйсем ун чухнех тĕлĕнтермĕш пулнă. Чăваш Туррисем пирки ытларах пĕлесси ачаранах аталаннă унра. Ятарласа Елчĕк районĕнчен курма килнĕ Надежда Лебедевашăн та ÿкерчĕксенчи сăнарсем ют мар. Вăл вĕсем пирки пĕрре мар илтнĕ.

Картинăсене тĕрлĕ мелпе тата сăрăпа ÿкернĕ. Хăш-пĕр ĕçе мозаика, коллаж евĕрлĕ тунă. Вĕсене киçтĕк тĕкĕнмен тесен те юрать. Çак техникăпа ĕçлеме çăмăл мар пулин те, кăсăклă, тет художник. Картинсене сийĕн-сийĕн ÿкермелле. Пĕрне хатĕрленĕ вăхăтра кунĕпе те айккине пăрăнаймăн. Сăмах май, çак техникăпа ÿкерес енĕпе 2015-мĕш çулта мастер-класс та ирттернĕ Мария. «Турă тĕнчи» курав Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музейра нарăс уйăхĕн 14-мĕшчен пырĕ.