ООН йышăнăвĕпе кăçал Пĕтĕм тĕнчери тĕп халăхсен чĕлхисен çулталăкĕ

Çавна май пирĕн çĕршывра та нумай ĕç тума палăртнă. Тĕрлĕ халăх çыравçисем Мускавра Çулталăка анлă сăвă каçĕпе уçрĕç. Чăваш Енрен унта пирĕн ĕçтеш Марина Карягина хутшăнчĕ.

Ирина Николаева, Александр Куприн

Евразири литература юхăмĕн ертÿçи Маргарита Аль сăвăç пуçарăвĕпе, хыçа юлнă çулталăк „Вырăс авангарчĕн 100 çулĕ“ ятпа иртнĕ. Ăна пĕтĕмлетме тата ООН йышăннă Пĕтĕм тĕнчери тĕп халăхсен чĕлхисен çулталăкне уçма Мускаври „Поэтсен çуртне“ тĕрлĕ çĕршыв çыравçисем пуçтарăнчĕç. Куракансем умне малтан вырăсла çыракан авангардистсем тухрĕç, ун хыççăн – тĕрлĕ чĕлхепе хайлакансем. 20 чĕлхе янăрарĕ залра: анлă сарăлнă акăлчан, француз, нимĕç, вырăс чĕлхисемпе кăна мар, эрменле, кăркăсла, тутарла, абхазла, тывалла калакан сăвăсен кĕввине итлесе пăхма май пулчĕ. Куракансем чăваш чĕлхине те хапăлларĕç. Марина Карягина пуçламăшĕнчен те, вĕçĕнчен те пĕр пекех вуланакан сăввисемпе паллаштарчĕ.

Çĕр чăмăрĕ çинче паянхи кун 7 пине яхăн чĕлхепе калаçаççĕ. Шел пулин те, кашни икĕ эрнере пĕр халăх çухалса пырать-мĕн. ЮНЕСКО хатĕрленĕ пĕтес хăрушлăха лекнĕ чĕлхесен Атласĕ тĕнчери мĕнпур чĕлхесен 90 проценчĕ манăçма пултарасси çинчен асăрхаттарать. Йышĕпе илсен, чăвашсем Раççейри чи пысăк халăхсен шутĕнче, анчах пирĕн те ЮНЕСКО кăтартăвĕсене асра тытса хамăрăн чĕлхене упрама тăрăшмалла. Ку ыйту сахал йышлă халăхсене пурне те хумхантарать, çавăнпа çакăн йышши концертсем Раççейри ытти регионсенче те йĕркелĕç. Поэзи каçĕн вĕçĕнче хăйне евĕр акци иртрĕ: поэтсем карталанса тăрса пĕр харăссăн кашни хăйĕн чĕлхипе сăвă вуларĕç.