Тăлăхсене тата ашшĕ-амăш хӳттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерессине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать

Кашни район-хуларах çак ĕç аван пулса пырать. Пĕлтĕр республикăра 119 çамрăка хваттер уççисем панă. Вăрнар тăрăхĕнче пурăнмалли кĕтес тупнă телейлĕ хĕрсемпе пирĕн корреспондент Елена Дмитриева тĕл пулчĕ.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов

Çак саманта вĕсем темиçе çул кĕтнĕ. Халĕ тинех кашнин хăйĕн пурăнмалли кĕтесĕ пулĕ. Çĕнĕ хваттер уççисене тăлăхсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пачĕ, хăтлă пӳлĕмсенче савăнса пурăнма сунчĕ. Телейлĕ çамрăксенчен пĕри - Надежда Михайлова. Вăл 6 çултах ашшĕ-амăшсĕр тăрса юлнă. Пиччĕшĕпе пĕрле вĕсене кукамăшĕ пăхса ӳстернĕ. Халĕ хĕр Шупашкарта вĕренет. Пиччĕшĕпе вĕсем хваттер тара илсе пурăнаççĕ.

Хваттер çутă та таса. 33 тăваткал метрта мĕн кирли йăлтах пур. Стенасене обой çыпăçтарнă, урайне линолеум сарнă, туалетпа ваннăй та хăтлă, кухньăра газ плити пур. Кранран сивĕ тата вĕри шыв юхать.

Елена Алексеева та ĕмĕт пурнăçланнине ĕненес килмест, тет. Хĕр Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче воспитателе вĕренет, студентсен общежитийĕнче пурăнать. Вĕренсе пĕтерсен вара Елена тăван района таврăнасшăн. Халĕ Вăрнарта хăйĕн кĕтесĕ те пур. Ăна вăл çитес вăхăтрах хăтлăлатма пуçласшăн.

Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна Вăрнар тăрăхĕнче 72 тăлăх хваттер черетĕнче тăрать.